Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хÿтĕлевçĕсене тивĕçлипе чыслĕç

Çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе нарăс уйăхĕ ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ку уйăхра тÿрех икĕ паллă пулăма пысăк тимлĕх уйăратпăр: пĕри - совет çарĕсене Афганистанран илсе тухнă кун, тепри – Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ.

Çÿлерех асăннă мероприятисене хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ юнкун пулчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова ертсе пычĕ. Елизавета Викторовна пухăннисене мероприятисен планĕпе паллаштарчĕ, яваплă çынсене палăртрĕ.

Нарăсăн 15-мĕшĕнче интернационалист-воинсене халалласа лартнă палăк умĕнче асăну митингĕ ирттерме планланă. Ăна тивĕçлĕ хатĕрленсе ирттерес ĕçе Атăлçи патшалăх технологи университечĕн пирĕн хулари филиалĕн студенчĕсем, районти тĕп библиотека, ветерансен Канашĕ активлă хутшăнаççĕ.

Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне те пысăк тимлĕх уйăрнă. Вăл «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕнче эрнекун, нарăсăн 23-мĕшĕнче, пулĕ. Елизавета Матюшова пĕлтернĕ тăрăх, халиччен йăлана кĕнĕ самантсене улăштарман. Сăмахран, пурте кăмăллакан, çынсен чунĕнче мăнаçлăх çуратакан парад кăçал та пулĕ. Унта тĕрлĕ çарсен представителĕсем, юнармеецсемпе кадетсем, ача садне çÿрекенсем хутшăнаççĕ. Куçса çÿрекен Кубока пĕлтĕр пограничниксемпе Кукашни шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илнĕ. Кăçал камсем пулĕç-ши.

«2020 çул – Астăвăмпа мухтав çулталăкĕ. Эпир çак икĕ пĕлтерĕшлĕ мероприятие те совет халăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халаллатпăр. Вăл çынсен асĕнче вăраха юлтăр тесе интереслĕрех тума тăрăшатпăр, çавăнпа уява çĕнĕ варкăш кĕртес тетпĕр. Пĕр-пĕр çемье йăхĕнчи тĕрлĕ ăру представителĕсем те, пĕр командăна чăмăртанса, кăçал парадра утĕç. Чи малта çемье пуçĕ – мăн аслашшĕ, аслашшĕ е кукашшĕ пулĕ, вăл çарта пулнă ывăлĕсене тата вĕсен мăшăрĕсене, мăнукĕсене ертсе пырĕ. Ун пек пĕр ушкăн кашни ял хутлăхĕнченех пулĕ. Çĕнтерÿçĕ йăха хаклă парне кĕтет», - терĕ Елизавета Викторовна, çĕнĕ шухăшпа паллаштарнă май. Ку ырă çĕнĕлĕхе ырласа йышăнмалла. Кашни ăру уяври парада тухма тивĕçлĕ. Кирек хăш вăхăтра пулсан та, вĕсем Тăван çĕршыва хÿтĕленĕ-çке, пулас ăру малалла та хÿтĕлĕ. Çакă уявăн хăватне тата вăйлатĕ, сумне ÿстерĕ.

Çавăн пекех каратистсем хăйсен вăйĕпе спортри ăсталăхне кăтартĕç. Пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем те куракансене савăнтарĕç. Кадетсен вальсĕ вара уява асамлăхпа илемлетĕ. «Салтак пăтти» çинчен те манмаççĕ мероприятие йĕркелекенсем, ăна пухăннисене Технологи техникумĕнче çитереççĕ.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
01 февраля 2020
13:16
Поделиться