Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - тĕп вырăнта

Ăнсăртран инкек-синкек сиксе тухмасан, синкерлĕ пулăмсем пулмасан çеç пурнăç илемлĕ, çутă. Ун пек чухне вара пурте хăйсене телейлĕ туяççĕ. Шел пулин те, пурнăçра хура енсемпе те тĕл пулма тивет. Пушарта шар курни, çул çинче çынсен пурнăçĕ татăлни, ултавçăсен серепине çакланни тата ытти тĕслĕхсем кунран-кун йышланса пыраççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси патшалăх шайĕнчи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Иртнĕ юнкун Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче те хăрушсăрлăх чи анлă тема пулчĕ. Ăна пухăннисем пур енлĕн пăхса тухрĕç.

Пирĕн районта икĕ ушкăн ĕçлерĕ. Вĕсене яланхиллех культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев тата Чăваш Республикин патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Александр Юркин ертсе пычĕç. Ĕçлĕ ушкăн йышĕнче çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Елена Николаева, район пуçлăхĕ Николай Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников, Шупашкарти Мускав районĕнчи васкавлă пулăшу станцийĕн 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ Владислав Иванов, район прокурорĕ Сергей Афанасьев, районти газ участокĕн пуçлăхĕ Юрий Челеверов, районти пушар надзорĕ енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Александр Сапожников, полицин участокри уполномоченнăйĕсен тата çула çитмен ачасемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Алексей Итальев пулчĕç. Вĕсем район администрацийĕнче, Сĕнтĕрпуç тата Октябрьски ялĕсенче тĕлпулусем ирттерчĕç.

Кăçал, Раççейри ытти регионсем пекех, Чăваш Ен те цифра телевиденийĕ çине куçрĕ. Ăна пурнăçлассишĕн халăхпа ăнлантару ĕçĕ ирттерме ятарлă çынсене явăçтарнăччĕ. Волонтерсем умри тĕллеве тăрăшса пурнăçлани те пирĕн республикăна цифра çине ăнăçлă куçма пулăшрĕ. Çавна май информкуна районти хастарсене Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникаци министерствин Тав çырăвĕсемпе хавхалантарнинчен пуçларĕç.

2019 çулта Чăваш Енре «Экологи» наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни çинчен район администрацийĕн хула тăвас тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Ольга Тихонова тухса калаçрĕ. Ку енĕпе пирĕн республикăра 6 проект ĕçлет: «Йăлари хытă каяшсене тирпейлессин комплекслă тытăмĕ», «Таса çĕршыв», «Атăла сыватасси», «Вăрмансене упрасси», «Сайра йышши шыв объекчĕсене упрасси», «Таса шыв». 2021-2023 çулсенче Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи тата пирĕн районти хупăннă çÿп-çап куписен вырăнĕнчи çĕрсемпе кирлĕ пек усă курма пуçламалла. Ольга Игоревна пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн район территорийĕнче «Атăла сыватасси» проекта пурнăçа кĕртес тĕллевпе кăçалхи çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче район администрацийĕ тата Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви хушшинче килĕшÿ тунă. Регион проекчĕн тĕп кăтартăвĕ Атăла таса мар шывсем юхса кĕрессин калăпăшне чакарни пулĕ. Проекта пурнăçа кĕртессишĕн Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн администрацийĕ тата Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн çурт-йĕрпе коммуналлă управленийĕ яваплă.

Ачасене тата аслисене право пулăшăвĕ парассине те тимлĕх уйăрчĕç. Район прокурорĕ Сергей Афанасьев пĕлтернĕ тăрăх, çынсем кирек мĕнле ыйтупа та район прокуратурине пыма пултараççĕ. Светлана Вячеславовна Будникова (Сĕнтĕрвăрри хули, Николаев урамĕ, 55-мĕш çурт) тата Анна Максимовна Катаева (Шупашкар хули, Мир проспекчĕ, 6-мĕш çурт) право пулăшăвĕпе тÿлевсĕр тивĕçтереççĕ.

Хула тата ял хутлăхĕсенче право йĕркине пăсасран профилактика ирттерекен Канашсен ĕçĕ-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн юридици службин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Анна Краснова паллаштарчĕ. Пурĕ районта 12 Канаш йĕркеленĕ. Юлашки 10 уйăх хушшинче 124 лару ирттернĕ. Çак уйăх пуçламăшĕ тĕлне районта 45 çемье профилактика учетĕнче тăрать, вĕсенче пурĕ 118 ача çитĕнет.

Кун йĕркинчи ултă темăран виççĕшĕ вара халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе çыхăннă. Хĕллехи вăхăтра çуртсенче газ оборудованийĕсемпе усă курнă чух асăрхануллă пулмалли çинчен Юрий Челеверов сăмах илчĕ. Çутçанталăк газĕ ăшă тата хăтлăх кÿрет, анчах та унпа пĕлсе усă курмасан инкек патне те çитме инçе мар. Республикăра 9 синкерлĕ тĕслĕх пулнă, телее, пĕр çын та вилмен. Оборудованисемпе усă курмалли правилăсемпе инструкцисене çирĕп пăхăнма сĕнчĕ Юрий Флегонтович.

Çын пурнăçĕпе пурлăхне сиен тума пултаракан тепĕр пулăм вăл – пушар. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсен йышĕ республикăра 1400-ре çитнĕ, 62 çын вилнĕ. Пирĕн районта кăçал ытларах Кукашни, Сĕнтĕрпуç, Шуршăл ял хутлăхĕсенче çулăм алхаснине, пĕр çын пурнăçĕ татăлнине палăртрĕ Александр Сапожников. Ял хутлăхĕсен пуçлăхĕ-сене халăх хушшинче профилактика ĕçĕсем ирттерме, шыв объекчĕсене пăхса тăма тата вĕсем патне çитмелли çулсене хĕллехи вăхăтра юртан тасатма сĕнчĕ.

Кĕсье телефонĕсем, банк карттисем çине куçсан, пурнăç çăмăлланнине пурте туйса илтĕмĕр. Анчах та çав ырлăхпа çыхăннă ултавлă преступленисен йышĕ юлашки вунă уйăх хушшинче

ÿссе пыни пысăк проблема çуратать. Алексей Итальев тăратнă кăтартусем тăрăх, вĕсем вуниккĕрен çирĕм виççĕ таран (91,7 процент) ÿснĕ, халăх 393 пин тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ. Республикипе вара вăл 82 млн. тенке çитнĕ. Нумаях пулмасть районти пĕр хĕрарăм ултавçăсен серепине лекнĕ, вĕсене 207 пин тенкĕ таран куçарса панă. Культура министрĕ Константин Яковлев та пухăннисене тимлĕрех пулма, банк карттин номерĕсене никама та пĕлтерме юраманнине аса илтерчĕ, информкунра илтнĕ хыпарсемпе сĕнÿсене кÿршĕ-аршăсене, çывăх çынсене пĕлтерме хушрĕ. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников çул çинче те асăрханулăхпа пысăк тимлĕх кирлине асăнчĕ. Аварире çынсен, уйрăмах çамрăксен, пурнăçĕ татăлнă синкерлĕ тĕслĕхсем те çук мар-çке пирĕн. Çакна шута илме ан манăр, хăвăра упрăр.

 Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
23 ноября 2019
09:49
Поделиться