Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕрĕс çулпа утмалла

Иртнĕ ытларикун Октябрьски ял хутлăхĕн администрацийĕнче профилактика Канашĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Владимир Кураков ертсе пычĕ. Ларăва район прокурорĕн çумĕ В. Соловьев та хутшăнчĕ.

Правăна пăсасран профилактика ĕçĕсем ирттерекен комисси пайташĕсем кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Профилактика Канашĕн йышне улшăну кĕртрĕç, çулталăк пуçламăшĕ тĕлне профилактика учетĕнче тăракансен списокне тепĕр хут тишкерчĕç. Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Сĕнтĕрвăрри районĕнчи пайĕн Октябрьски ялĕнче пурăнакан И. гражданина профилактика учетне тăратма сĕнни çинчен калакан представление сÿтсе яврĕç. Çавăн пекех Туппай Ĕсмĕл ялĕнче пурăнакан В. гражданкăн çемйине профилактика учетне тăратас ыйтăва та хускатрĕç.

Комисси пайташĕсем учетра тăракансемпе правăна пăсма юраманни тата саккуна пăхăнса пурăнмалли çинчен тăтăшах калаçусем ирттереççĕ. Ларура вĕсемпе тепĕр хут калаçрĕç.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 ноября 2019
09:41
Поделиться