Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçĕпе те, чунĕпе те пуян

Октябрьски ял хутлăхĕнче Манефа Артемьевна ХАЛТУРИНА – чи нумай пурăнакансен шутĕнче. 90 çула çитнĕ пулин те, кинемей пуçа усмасть. Уяв хăнисене, ял хутлăхĕн пуçлăхне Владимир Куракова тата администраци ĕçченĕсене юбилей кунĕнче тулли кăмăлпа кĕтсе илчĕ вăл.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Манефа Артемьевна хăйĕн çăмăл мар, çапах та телейлĕ шăпи çинчен каласа пачĕ. Пурĕ хĕрарăм 42 çул ĕçленĕ, вăл шутра Октябрьскинчи çĕвĕ артелĕнче 23 çул, «Пучах» ача садĕнче няньăра –16 çул. Мăшăрĕпе, Регент Ивановичпа, икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Халĕ вăл пĕр хĕрĕпе пурăнать. Манефа Артемьевнăн ултă мăнукпа 3 кĕçĕн мăнук.

Ăшă калаçу хыççăн Владимир Федотович юбиляра паллă кунпа ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх сунчĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Анатолий Мясниковăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ, ял хутлăхĕн администрацийĕн ячĕпе вара грамота тата асăнмалăх парне парса хавхалантарчĕ.

Л. ДАЛЫЗИНА.

 



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 ноября 2019
09:40
Поделиться