Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кăвар чĕреллĕ поэтăмăр

Çеçпĕл Мишши – чăваш поэзине пуçараканĕ. Поэт çуралнăранпа паян 120 çул çитрĕ. Çак паллă уяв тĕлне Шĕнерпуç ял вулавăшĕнче кĕнекесен куравне йĕркеленĕ, шкул ачисемпе мероприяти ирттернĕ.

«Кăвар чĕреллĕ Çеçпĕл Мишши» курав вулакансене сăвăçăн çуралнă вырăнĕпе тата унăн йывăр шăпипе паллаштарать. Унта поэтăн сăввисен пуххине, поэзи çинчен калакан статйисене тата ытти кĕнекисене те вырнаçтарнă.

Н. Топтыгина библиотекарь вулавăша пынисене Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен тĕлĕнмелле каласа пачĕ. Ачасем Надежда Ивановнăна каçса кайса итлерĕç. Каярах хăйсем те Çеçпĕл çырнă «Чăваш ачине», «Чăваш! Чăваш!...» сăвăсен сыпăкĕсене тата «Хурçă шанчăк» сăвва интонаципе вуларĕç. Чăвашлăх туйăмĕ поэт чĕринче анлă та тулли пулнине библиотекарь ачасем патне çитерчĕ. Надежда Ивановна пулăшнипе вĕсем аслашшĕ-асламăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн авалтан упраннă чĕлхи мĕн тери çепĕç те илемлĕ пулнине çĕнĕ хăватпа туйса илчĕç.

Виçĕмкун Надежда Топтыгина тата Çичĕпÿрт ялĕнчи вулавăш библиотекарĕ Ангелина Кузьмина шкул ачисемпе «Çеçпĕл Мишши – самана юрăçи» литература сехечĕ ирттерчĕç. Поэтăн чăваш литературин ылтăн фондне кĕнĕ произведенийĕсемпе паллаштарчĕç. 1-4-мĕш классенче вĕренекенсем кăвар чĕреллĕ поэт пурăннă тата ĕçленĕ вырăнсемпе паллашрĕç. Ачасене уйрăмах Çеçпĕлĕн ачалăхĕ, вăл ÿкерме тата тĕрлеме юратни (уява хăй тĕрленĕ кĕпепе тухни) тыткăнларĕ. Ачасем те тĕрĕллĕ тутăрсем хатĕрлеме шантарчĕç. Вĕсене ку ăсталăха алла илме Н. Краснова тата С. Макарова вĕрентекенсем пулăшаççĕ иккен.

Чăваш поэзине аталантарассишĕн, чăваш халăхне ирĕке кăларассишĕн, ăна ытти халăхсемпе тан курассишĕн тăрăшнă сăвăçа халăхăмăр манмасть, Çеçпĕл Мишшин ятне яланах чĕринче упрать.

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
16 ноября 2019
09:41
Поделиться