Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăрçă ветеранĕ 95 çулхи юбилейне паллă тăвать

Михаил Семенович СЕМЕНОВ Ăстакасси ялĕнче чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче çуралнă, халĕ Сĕнтĕрвăрри хулинче пурăнать. Çемйи пысăк пулнă вĕсен: ашшĕ, амăшĕ, Иванпа Георгий пиччĕшĕсем тата Марийăпа Татьяна аппăшĕсем.

Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн вăл Амур çинчи Комсомольск хулинчи ФЗО шкулĕнче малалла ăс пухнă. Çулталăк вĕреннĕ хыççăн ăна салтака илсе кайнă. Çапла вара вăл Инçет Хĕвелтухăçĕнче хĕсметре тăнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ытти вăйпитти çамрăксем пекех, фронта лекет. Мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿсменши вăл? Вилĕме миçе хут куçран пăхманши. Кирек хăш самантра та пурнăçран уйрăлма пултарнăçке! Çумра чи шанчăклă тус пурри вара ăна малаллах ăнтăлма хистенĕ, инкекрен сыхланма та пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăрçăри туслăх ĕмĕрлĕхех упраннă. Паттăр та хăюллă пулеметчик Михаил Семенов ордена тата тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă пĕтсен те киле таврăнманха вăл, службăна малалла совет çарĕнче тăснă.

Çамрăк, хитре, тĕреклĕ Михаил 1947 çулта тин тăван килне таврăнать. Ахаль лармасть маттур каччă, колхоза кладовщике вырнаçать. Хÿхĕм каччăна сахал мар хĕр куç хывнă, анчах та чĕрери туйăмсене сăпайлă та илемлĕ хĕре, Лидия Федоровнăна кăна, уçса панă вăл. Ахальтен мар вĕсем пĕр-пĕрне упраса, ăнланса 60 çул ытла пĕрле пурăннă, пур çĕрте те уйрăлми çÿренĕ. Вĕсем 5 ача çуратса ÿстернĕ: Михаил (вăл вилнĕ), Нина, Валентина, Валерий, Тамара. Шел те, халĕ Лидия Федоровна юнашар çук ĕнтĕ. Юбиляра пĕчченлĕхрен упракансем, шанăçпа тĕрек паракансем паян – ачисем, 9 мăнукĕ тата 13 кĕçĕн мăнукĕ.

Михаил Семенович хăй вăхăтĕнче райпотребсоюзра, каярах «Росгосстрах» страхлакан компанире 30 çул ытла страхагент тата инспектор пулса ĕçленĕ. Нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн вăл Хисеп грамотисене пĕрре мар тивĕçнĕ. Ĕçтешĕсем ăна паян кун та ырăпа асăнаççĕ, вăл яланах çынсене ĕçпе те, сăмахпа та пулăшма тăрăшнине халĕ те хаклаççĕ. Çулĕсем самай пулин те Михаил Семенович хăй юратнă страхлакан компание час-часах хăнана кĕрсе тухать, ĕçтешĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнать.

Н. ЕРМАКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
09 ноября 2019
09:29
Поделиться