Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вăтăр икĕ çул руль умĕнче

Иртнĕ кăларăмра эпир Кукашнире ялхуçалăх ĕçĕсен кăçалхи тапхăрĕ вĕçленнĕ хыççăн чыслав ирттерни çинчен çырса кăтартнăччĕ. Унта эпир çулталăк хушшинче пысăк çитĕнÿсем тăвакансене ятран асăнтăмăр, кашнин çитĕнĕвĕ çинче кĕскен чарăнтăмăр.

«ТП-«Сувар-2» хуçалăхра тăрăшакан Андрей Ильич МИХАЙЛОВ çакăн пек уявсенче пĕрремĕш Хисеп хучĕ илмест. Районти ялхуçалăх отраслĕнче вăл 32 çул ытла тăрăшать. Андрей Ильич мĕн тери пултаруллă çын пулнине çавăнпа та пурте пĕлеççĕ.

Пĕрремĕш хут руль умне вăл 1987 çулта ларнă. Йывăр машинăпа çÿресси унăн юнра пулни хăвăртах палăрнă. Çамрăк водитель тÿрех хăйĕн ăсталăхне кăтартма пуçланă. Пирвайхи машинине вăл халĕ те юратса аса илет. «Ун чухне эпĕ «Газ-52» фургонпа çÿреттĕм. Çынсене хире турттараттăм, апат илсе пырса параттăмччĕ»,-пĕлтерчĕ пире водитель.

Каярах ăна салтака илсе кайнă. Службăна вăл Совет Союзĕнче мар, Чехословакире ирттернĕ. Кунта та Андрей Ильич руль умне ларнă. Анчах çарта ăна «ЗИЛ» машина панă. Службăран таврăннă хыççăн вăл чун юратнă ĕçе тытăннă. Çирĕм çул хушши тĕрлĕ колхоз ушкăнĕсенче тăрăшнă, Карапашра, Шуршăлта тата ытти вырăнсенче, «ТП Сувар-2» предприяти йĕркеленнĕ хыççăн хăйĕн вырăнне унта тупнă.

2000 çултанпа вăл КАМАЗпа ĕçлет, ĕçне кура сакăр çул каялла çĕнĕ машинăпа тивĕçтернĕ. Тепĕр çулталăкран Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви ăна Хисеп хучĕпе чысланă.

Паянхи кун хуçалăх заданийĕпе Андрей Ильич тĕрлĕ груз турттарать - вăрлăхран пуçласа выльăх таранах. Аякри рейса та пĕр хут кăна мар тухнă вăл - Мускавра, Ярославльте тата ытти хуласенче чылайччен пулнă.

И. СЕРГЕЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 ноября 2019
15:59
Поделиться