Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кукашнисемпе шуршăлсем йывăç лартрĕç

Нумаях пулмасть пирĕн районта Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Вăрман, пурăн!» саккăрмĕш акци уçăлчĕ. Унăн тĕллевĕ - районта пурăнакансене вăрман уссипе проблемисем пирки каласа парассинче, вĕсенче йывăç лартас кăмăл вăратнинче.

Палăртнă плансене пурнăçлас тĕллевпе юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен районта вăрман пурнăçĕпе çыхăннă куравсемпе вĕрентÿ мероприятийĕсем иртрĕç.

Вырăнти лесничество участокĕн лесничийĕ тата Маклашки ялĕн старости йывăç лартассипе субботник пуçарнă ĕ. Чăваш Республикин Çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин «Сĕнтĕрвăрри лесничестви» бюджет учрежденийĕн ĕçченĕсем тăрăшнипе рет хыççăн рет çĕнĕ йывăç хăйĕн вырăнне тупрĕ. Лесничество питомникĕнчен илсе килнĕ йывăçсем хушшинче хыр, чăрăш тата хурăн хунавĕсем пулчĕç.

Лесничество ĕçченĕсемпе Кукашни ял хутлăхĕн çыннисем тăрăшнипе пирĕн тавралăх пин çĕнĕ хунавпа пуянланчĕ. Вĕсем сивĕ хĕле ăнăçлă ирттерессе шанатпăр, çуркунне пурте симĕсленессе чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Ял хутлăхĕн çыннисем çутçанталăк илемне упраса хăвармаллине лайăх ăнланаççĕ, ăна пуянлатса ачисемпе мăнукĕсене парса хăварма тăрăшаççĕ. «Вăрман, пурăн!» акци вĕсене çак тĕллеве пурнăçлама пулăшать.

Çав кунсенчех Шуршăлти Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕн А. Г. Николаев космонавт-летчикăн Мемориаллă комплексĕнче «Çутă çăл» ушкăн йывăçсем лартрĕ, хăй симĕслетнĕ территорие ятарлă паллăпа уйăрса хăварчĕ. Юрă ăстисем хăйсем лартнă йывăç кунран куна ÿссе, çынсене пысăк ĕç тума хавхалантарасса шанаççĕ. Ĕçлекенсем хушшинче комплекс директорне А.Тукмакова тата унăн управçине З. Антоновăна тав тăвас килет.

И. ЭТМЕНЬ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
02 ноября 2019
16:01
Поделиться