Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Выльăх апачĕ хатĕрлессипе малтисен шутĕнче

Юнкунхи хаçат кăларăмĕнчен эсир районта ялхуçалăх ĕçĕсем вĕçленнине ăнлантăр та пулĕ. Çапах та çак тема патне тепĕр хут таврăнса, выльăх апачĕ мĕнле хатĕрленине асăнса хăвармалла.

Районти ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1732 пуç выльăх шутланать. Нумай çулхи курăксен çулса илмелли лаптăкĕ 4533 гектарпа танлашнă. Унтан юпа уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне 3120 гектар е 69% çулса илнĕ. Пĕр çулхи курăксен çулса илмелли лаптăкĕ вара - 145 гектар. Ăна пуçтарас плана район 100% пурнăçланă. Утă тăвассипе те район планран каçнă. 3135 тонна вырăнне 3150 (100,5%) тонна хранилищĕсене хунă. Сенажпа силос хатĕрлессипе те сĕнтĕрвăррисем кăçал малтисен ретĕнче пыраççĕ. Сенаж тултарас план 102 процент пурнăçланнă. Унти 6076 тонна вырăнне 6200 тонна туса илнĕ. Кунта «Смак-Агро» тата «Агрофирма «Атлашевская» тулли мар яваплă обществăсене тата А.Г. Григорьев хресчен (фермер) хуçалăхне палăртса хăвармалла.

Силос пуçтарса илессинче тунă çитĕнÿсем те савăнтарчĕç. Нормăри 6820 тонна вырăнне пирĕн ялхуçалăх предприятийĕсенче 10055 тонна е 147,4% хатĕрленĕ.

Выльăх апачĕпе тивĕçтерни 5188 тонна апат единиципе танлашать, пĕр условнăй ĕне выльăх пуçне 30 центнер апат единици тивет.

В. МУСТАЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 октября 2019
10:57
Поделиться