Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Йăлăмра - газопровод, Сĕнтĕрвăрринче - котельнăй

Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раççей Строительство министерстви «Газпром межрегионгаз» тулли мар яваплă общество Шупашкар хули шутне кĕрекен Йăлăм çĕрĕсене газпа тивĕçтересси çинчен килĕшÿ тунă.

Ĕç мĕнлерех пурнăçланса пынине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев контроллесе тăрĕ. Газификаци «Газпроммежрегионгаз» çĕршыв регионĕсене кăвак топливăпа тивĕçтерес тесе уçнă программа шайĕнче иртĕ.

Газпа тивĕçтерни кунти вырăнсене çĕнĕ перспективăсем кÿрет темелле. Инвесторсем килсе туризмпа кану кластерне аталантарĕç, йăлăмсене валли хăтлăрах условисем тăвĕç.

Паянхи куна «Лорес» проектпа аналитика центрĕ проект документацине хатĕрлесе хунă. Çак тапхăрах объектăн межеванипе планировка проекчĕсене алă пусса çирĕплетнĕ.

Газопровод тăршшĕ 52,6 километрпа танлашĕ. Вĕсенчен ытларахăшĕ - Чăваш Енре ?31,1 км%. Капиталлă строительствăн пĕрлĕхлĕ лаптăкĕ - 631025 тăваткал метр.

Ĕçе «Стройгазмонтаж» тулли мар яваплă общество пурнăçласа пырĕ. Статья çырăннă тапхăра подрядчик трассăсене хатĕрлеме пуçланă. 2021 çулта кунти 5 котельнăй газпа ĕçлеме тытăнĕ. Çапла майпа 2472 çурта ăшă çитĕ. Пирĕн республикăра кăна строительствăпа монтаж ĕçĕсем иртнĕ вăхăтра 600 млн. тенкĕ тăкак-ланĕ. Кăçал - 25 млн., тепĕр çул - 200 млн., тепĕр икĕ çултан вара 400 миллион.

Общество пирĕн регионти ытти ĕçсене те хутшăнать. Кăçал вăл Улатăр тăрăхĕнче газ кĕртнĕ çĕре 30 миллион тенкĕ инвестици хывнă. Вĕсенчен 25 млн. Улатăр хулин микрорайонĕсене çитĕ, юлнă 5 млн. тенки вара Кире поселокĕнче тăкакланĕ.

Сарă труба кĕртессипе пĕр вăхăтрах пирĕн хулара шывпа тата ăшăпа тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Çапла, Сĕнтĕрвăррине модуллĕ котельнăйсем вырнаçтарма республика бюджетĕнчен 19 миллион тенкĕ уйăрнă.

ПИРĔН КОРР.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 октября 2019
10:54
Поделиться