Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Йывăрлăхра çитĕннĕ вăрçă ачи

Аслă ăру çыннисене, уйрăмах вăрçă çулĕсенче йывăр ĕçре нуша курнисене, хисеп тăвасси, тимлĕх уйăрасси патшалăх умĕнче тăракан тивĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та районти кашни вăрăм кунçуллă çын патне Раççей Президенчĕн В. Путинăн саламĕ вăхăтра çитет.

Вăрман Пилемĕчре пурăнакан Венера Семеновна САРБАЕВА та нумаях пулмасть çак хисепе тивĕçрĕ. Тăхăрвунă çул тултарнă ятпа ăна Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Николай Алаев ăшшăн саламларĕ. Ветерансен Канашĕн председателĕн Раиса Васильеван, Карапаш ял хутлăхĕнчи культура ĕçченĕсен чĕререн тухакан ырă сăмахĕсем тата музыка саламĕ юбиляра чăн савăнăç кÿчĕç. «Сирĕн юбилей - ăс-хакăлпа кăмăл-сипет пуянлăхне, чун хавалĕпе çирĕплĕхне кăтартакан пулăм. Çĕршыв историйĕнчи йывăр тапхăрсене тивĕçлĕн утса тухма вăй-хал çитернĕшĕн, пулас ăрусемшĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав тăватăп. Сывлăхăр çирĕп пултăр, çывăх çынсен тимлĕхĕ савăнăç кÿтĕр», - ырă сунчĕ хисеплĕ кинемее Николай Михайлович.

Венера Сарбаева 1929 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче Нарат Чакки ялĕнче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ, виçĕ ачана ура çине тăратнă. Пурнăç тулăх пулман, çавăнпа та, выльăх-чĕрлĕх тытнă пулин те, тăраниччен апат çисе курман В. Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ). «Патшалăха 8 кг çу, 40 кг какай,100 çăмарта памалла пулнă.

Кÿршĕре пĕр арçын пурччĕ, ятне астумастăп та халĕ, ăна çĕрле выльăх пустаратчĕ анне. Хамăра валли кăшт та пулин илсе юлма май пултăр тесе. Çĕрулми аври ярса пĕçернĕ яшка та питĕ тутлăччĕ ун чухне. Вăрçă пуçланнă çул виççĕмĕш класра вĕренеттĕмччĕ. Вĕрентекен класа кĕчĕ те киле кайма хушрĕ. Мĕншĕнне пĕлмесĕрех савăнса тухса чупрăмăр. Киле çитсен савăнăç туйăмĕ самантрах çухалчĕ: аттене вăрçа илсе каяççĕ иккен. Ял-йыш пуçтарăнса салтак юррипе ăсатни халĕ те асрах», - каласа парать ватă çын.

Венерăн ашшĕ часах вăрçăран аманса таврăннă. Вăл чиркĕве чан çапма çÿренĕ, колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Çулталăк çурă килте пурăннă хыççăн ăна каллех вăрçа илсе кайнă. Анчах та ку хутĕнче шăпа ăна пĕрре те шеллемен, çапăçу хирĕнчех выртса юлнă вăл. «Вăрçă пĕтсен нумай киле савăнăçлă хыпар çитрĕ. Апла пулин те эпĕ парта çине пуçа хурса хытă макăртăм. Атте çукки пирĕн пурнăçа пысăк йывăрлăх кÿчĕ», - аса илет вăрçă ачи.

Хуракасси шкулĕнчен вĕренсе тухсан, Венера Семеновна Етĕрнери ялхуçалăх шкулĕнче ăс пухать. Ветеринар специальнăçне алла илнĕ хĕрупраç тăван района таврăнать. Выльăх пăхакан санитаркăра ĕçлет. Шăпах çавăн чухне Вăрман Пилемĕч каччипе, Вячеслав Сарбаевпа, паллашать. Çамрăксем часах çемье çавăраççĕ, виçĕ ача çуратса ÿстереççĕ. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлнăранпа вăл кĕçĕн ывăлĕ-пе пурăнать. Хуçалăхри ĕçсемпе чунне кантарать. Халиччен Венера Семеновна пахчаçимĕç вăррисене укçа парса илсе курман, веçех хăй тăвать. Ывăлĕ те маттур, амăшне тĕрлĕ варенисем, хĕлле валли салатсем хатĕрлеме пулăшать.

Йывăрлăхра çитĕннĕ хĕрарăм пурне те сывлăхпа çăмăллăх кăна сунать.

 

Н. ДЛИНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
12 октября 2019
10:55
Поделиться