Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тав сире, мухтавлă ватăсем!

Çулталăк тăршшĕнче нумай-нумай уяв. Вĕсенчен пĕри – аслă ăрури çынсене халалланă уяв. Вăл – Ватăсен кунĕ. Эпир те, шуршăлсем, ăна туллин уявларăмăр.

Шуршăл ялĕнчи  80 çултан иртнĕ ватăсем çинче чарăнса тăрас килет. Вĕсем пирĕн ялта 20 çын ытла. Сăмахăма чи аслă, чи сумлă  97 çулхи Е.Д. Даниловăран пуçлас килет. Вăл 40 çул ытла вĕрентекен пулса ĕçленĕ, «РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕ» ята тивĕçнĕ. Паянхи кун та пушă вăхăта ахаль ирттермест, мемуарсем çырать.

Çитес кунсенче  Л.Н. Белов 90 çул тултарать. Вăл - çар çынни, А.Г. Николаев космонавтăн ача чухнехи тусĕ. 88 çулхи Н.Х. Демидова ĕмĕр тăршшĕпех ял клубĕн-че ĕçлерĕ, хальхи вăхăтра та вăл пĕр концертран та юлмасть. Ялта çав тери хисеплĕ çын. Д.К. Мусохранов хăйĕн 85-мĕш çулне кĕтсе илме хатĕрленет. Алтай каччи пирĕн ял хĕрне куç хыврĕ те хăйĕн кунçулне ĕмĕрлĕ-хех Шуршăлпа çыхăнтарчĕ.

Шуршăлăн тепĕр хисеплĕ çынни А.М. Михайлов пурнăç сукмакĕпе 85 çул утать. Ялăн ĕлĕкхи пурнăçĕ çинчен нумай пĕлет вăл. Чăн-чăн тупра тейĕн ăна. Мăшăрĕпе, Людмила Гавриловнăпа, 53 çул килĕштерсе пурăнаççĕ, пур енĕпе те çав тери хитре çемье.

Çывăх вăхăтра З.И. Васильева 85-мĕш çуралнă кунне уявлать. Вăл фермăра ĕçлерĕ, яланах малта пынипе хисепе тивĕçрĕ. Çав тери талантлăскер. Сцена çинче юрласа, выляса Шуршăл халăхне мĕн чухлĕ савăнтармарĕ пуль вăл!

83 çула çитнĕ  Е.Д. Минеева çинчен епле çырмасăр хăварăн-ха. Дояркăра нумай çул ĕçлесе, маттур Лиза аппа Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Паян та вăл Людмила хĕрне выльăх-чĕрлĕх пăхса пулăшать.

Г.А. Александрова илес пулсан, 82 çулхи ял çыннипе мăнаçланмалли сахал мар пирĕн. Мĕнле кăна ята тивĕçмен-ши Геннадий Александрович! Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ, «Чăваш Республикин ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Ĕçри хастарлăхшăн», СССР Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкин кĕмĕл тата пăхăр медалĕсем унăн кăкăрĕ çинче çуталса тăраççĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ В.А. Антонов та 80 çула çывхарать. Вăл 1998-мĕш çулта Раççей конкурсĕнче «Çулталăк директорĕ» сумлă ята çĕнсе илнĕ. Хисеплĕ мăшăр хăйсен ылтăн туйне те паллă турĕ.

Ырă та пархатарлă ĕçĕрсемшĕн тавтапуç сире, хисеплĕ ватăсем!

 

А. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 октября 2019
13:31
Поделиться