Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕр-пĕрне ĕненсе, шанăç парса

Вăчăрари çĕрĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă майăн çемье ĕмĕрĕ те мăшăрсен çыхăнăвĕнчен килет.Çакна ĕненÿ, шанăç, юрату туйăмĕсем çемьере мĕнле сыхланса юлнипе палăртма пулать.

60 çул пĕр çулпа утса пыракан Виталий Владимировичпа Нина Григорьевна ЕФРЕМОВСЕН çемйине çак эрнере сумлăн чысларĕç. Районти ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи Л. Николаева,Карапаш ял администрацийĕн специалист-эксперчĕ О. Мартьянова çирĕп çемьене Тав хучĕпе, ăшă сăмахсемпе, илемлĕ чечек çыххипе саламларĕç.

Карапаш ялĕнчи Ефремовсем хăйсене çапла хисепленине шута хурса, пĕтĕм мăшăрсене хăйсем пекех нумай çул ырă-сывă пурăнма сунчĕç.

 

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
05 октября 2019
13:30
Поделиться