Çемьесене патшалăх пулăшать
Район экономикинче тата унăн аталанăвĕн тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парас ĕçре бюджет тĕп вырăн йышăнать. Ăна тĕплĕ тишкерсен влаçăн тĕллевĕсене, унăн политикине, финанс çăлкуçĕсене мĕнле пайланине пĕлме пулать. Граждансем бюджет йĕркелĕвне хăйсем те хутшăнни, хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме пултарни кăна вăл пурнăçа кĕнине çирĕплетме май парать.
Районти бюджетăн çемьесене 2019 çулта плана кĕртнĕ кăтартăвĕсем çакнашкал: ялта пурăнакан тата ĕçлекен граждансен çемйисене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма (çав шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем) - 3827,6 пин тенкĕ уйăрнă. Социаллă найм килĕшĕвĕ тăрăх граждансене пулăшассине те шута илнĕ, 4980,5 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Юлашки вăхăтра çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянас (тăвас) енĕпе пулăшу парасси – патшалăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн район палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме 7281,5 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă.
О. СЛАВИНА.