Юрă çăлтăрсем патне çитрĕ
Вĕçĕ-хĕррисĕр пек туйăнать тÿпери çăлтăрсем патне çитмелли çул. Анчах юрă-кĕвĕ çухрăмсене кĕскетсе чи аякри çăлтăр патне çитме пултарать. Чăваш халăхĕн пурнăçĕ çинчен асамлăх чĕлхипе пĕлтерет.
Нумаях пулмасть Шуршăлта «Çутă çăл» пултарулăх ушкăнĕ «Шуршăл-Байконур» тÿрĕ эфира хутшăнма пултарчĕ. Мероприятире фольклор ушкăнĕ А. Петровăн «Паттăр Андриян», «Шупашкар» юррисене шăрантарчĕ. Кунтах космонавтăн чи юратнă произведенийĕ, «Вĕç-вĕç, куккук» композици те, янăрарĕ. Ăна Андриян Григорьевич чуна йывăр самантсенче ачалăхпа çамрăк вăхăтсене аса илсе юрланă.
СССР космонавт-летчикĕн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн А.Г. Николаевăн Мемориаллă комплексĕн ĕçченĕсем А. Тукмаковпа З. Антонова çакăн пек пысăк калăпăшлă мероприяти пулăшакансемсĕр пулма пултарайманнине пĕлтерчĕç. Мероприяти аван иртнĕшĕн, «Çутă çăл» ушкăн пухăннисен кăмăлне çĕкленĕшĕн пурте питĕ савăнчĕç.
Э. НИКОЛАЕВА.