Кĕнеке вулаççĕ, кĕнекепе çитĕнеççĕ
Компьютерпа чаплă телефонсен ĕмĕрĕнче кĕнекен пĕлтерĕшĕ хавшас туртăмлă. Çак пулăма тымар яма парас мар тесе вулавăш ĕçченĕсем пур енлĕн тăрăшаççĕ. Халăхра кĕнеке вулассине аталантарасси, тĕрлĕ литературăпа кăсăкланас туйăма вăйлатасси библиотекарьсен паянхи чи çивĕч тĕллевĕ пулса тăрать.
Ачасем шкул автобусĕнчен ансанах Турханкассинчи вулавăша кĕреççĕ. Вĕсемпе Надежда Краснова библиотекарь тĕрлĕ мероприятисем ирттерет. «Ĕнер эпир кĕрхи темăпа çыхăннă ал ĕçĕсем турăмăр. Декоративлă груша лартнăччĕ, ăна упрма ачасемпе пĕчĕк карçынккасем турăмăр. Ачасем ытларах вăйăсене кăмăллаççĕ, çавăнпа та кашни мероприятие вăйă элеменчĕсем кĕртсе хăваратăп», - кăмăлпа каласа парать библиотекарь.
Вулавăша çÿрекен ачасем кĕнекесĕр тухса каймаççĕ иккен. Уйрăмах вĕсене çĕннисем илĕртеççĕ. Шкул программи ыйтакан литературăпа та вĕсене библиотекарь пур енлĕн тивĕçтерет. «Юлашки вăхăтра театр, артистсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан литература ыйтаççĕ ачасем. Театр çулталăкĕпе çыхăннă мероприятисене хутшăнаççĕ пулмалла. Пĕтĕмĕшле илсен, активлă вулакансен шутĕнче: Мария Иванова, Виктория Лаврентьева, Анна тата Ксения Турзановасем, Викторпа Вадим Васильевсем. Чăнах та, вĕсем кĕнекепе çитĕнеççĕ», - терĕ Надежда Юрьевна.
Аслă çулсенчи çынсем те ку ялта кĕнекепе туслă. Вулавăша пырайманнисем патне библиотекарь килĕсене çитет. Любонила Лаврентьева, Александра Краснова, Лина Андреева пенсионерсем те питĕ вулама юратаççĕ. Тухса çÿресси вĕсене, çавăнпа Надежда Юрьевна чăваш писателĕсен кĕнекисене килĕсене кайса парать.
Н. КОЛЕСНИКОВА.