Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хула çыранĕнче икĕ теплоход чарăнчĕ

Юнкун Сĕнтĕрвăрри çыранĕнче икĕ теплоход чарăнчĕ: «Н.А. Некрасов» тата «Разумовский хирург». Сăвăç ячĕпе çÿрекен карап хулана ирпе çитрĕ, тепри вара - хĕвел анаспа.

Туристсем пирĕн хулан паллăрах вырăнĕсене çитсе асăнмаллăх сăн ÿкерчĕк-сем турĕç, сувенирсем туянчĕç, Надежда Крупская калаçнă балконлă çуртпа, краеведени музейĕпе тата ытти архитектура объекчĕсемпе паллашрĕç. Экскурси вĕçĕнче хăнасем Сĕнтĕр-вăрринчи ĕлĕкхи чиркÿсем патне çул тытрĕç, Çветтуй Троица соборĕ патĕнчи çăлкуçсенчен вĕсем сăваплă шыв ăсрĕç.

Районти культура ĕçченĕсем пирĕн хуламăр хăнасен асĕнче яланлăхах ырă туйăмсем хăвартăр тесе чылай вăй хучĕç. Хатĕрленĕ программăна татах та интереслĕрех тума тăрăшрĕç.

 

А. ФЕДОРОВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
21 сентября 2019
13:40
Поделиться