Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ял çынни валли - çĕнĕ майсем

Республикăра тĕрлĕ проектсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Халăх пуçарăвĕн бюджечĕ çинче никĕсленнĕ программа ял çынни валли çăмăллăхсем туса пани паянхи куна куçкĕрет. Калăпăр, районти хутлăхсенче «Хăрушлăхсăр тата паха автомобиль çÿлĕсем», «Экологи» наци проекчĕсем витĕмлĕрех пурнăçа кĕрĕççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе Карапаш ял хутлăхĕн пуçлăхĕпе Николай Михайлович АЛАЕВПА калаçрăмăр.

- Николай Михайлович, халăх хутшăнакан проект-сем – чи приоритетлисен шутĕнче. Пытармалли çук, ял çынни тепĕр чух мĕншĕн укçа пуçтармаллине ăнлансах çитейменни те тĕл пулать.

- Ку тĕрĕсех ĕнтĕ. Çак халăх пуçарăвĕн бюджечĕ çинче никĕсленнĕ программăна кĕрсен патшалăх пулăшать те çав. Халăхран 20%, хутлăх хыснинчĕн 20% укçа-тенкĕ пуçтарса çитерсен патшалăх хăй юлашки пайĕпе - 60 проценчĕпе тивĕçтерет. Çакна лайăх ăнлантарса парас енĕпе хутлăхра кашни ялтах пухусем ирттертĕмĕр.

- Асăннă программăна пурнăçа кĕртме юлашки вăхăтра хăш сферăна ытларах укçа-тенкĕ уйăрнă.

- Хальхи тапхăрта халăх хутшăнакан программăсем ытларах икĕ юхăмпа анлă ĕçленине палăртмалла. Пĕри çулсене юсассипе çыхăннă. Ку енĕпе сахал мар ĕçлерĕмĕр. Виçĕ ял халăхĕн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ темелле. Сăмахран, Кĕчкейре 263 метр тăршшĕ çул турăмăр. Çак ĕçсене А. Николаева предприниматель пурнăçларĕ. Пурĕ 253 пин те 473 тенкĕ тăкакланчĕ. Карапашри Приволжская урамри çула та йĕркене кĕртрĕмĕр. Ăна юсаса якатма «Скала» строительсво материалĕсен завочĕ» тулли мар яваплă общество пулăшрĕ. Асăннă урамри çул 321 736, 69 тенкĕ-не ларчĕ. Вăрман Пилемĕч-ре те çулсене тăвас тата юсас тĕлĕшпе ĕçлетпĕр. Унта палăртса хăварнă 230 пин тенкĕрен хальлĕхе 196 330,57 тенкĕ тăкакланă. Ĕçсем малалла пыраççĕ-ха.

- Хытă комуналлă каяшсем пухмалли контейнерсем вырнаçтарас тĕлĕшпе вара сирĕн хутлăхра лару-тăру мĕнлерех?

- Палăртса хăвармалла, халăх пуçарăвĕн бюджечĕн программи ку енĕпе те ăнăçлă ĕçлет. Контейнер площадкисем тăвас ĕçсем пирĕн ял хутлăхĕнче вĕçленнĕ. Пурĕ 5 вырăн хатĕр. Çÿп-çапа «МВК ЭКО Центр» регионти оператор çирĕплетнĕ графикпе килĕшÿллĕн турттарса тухать. Асăннă ĕçсене пурнăçлама 285 пин тенкĕ тăкакланă, вăл шутра 20 процентне халăхран пуçтарнă укçапа усă курнă.

Çапла пурăнатпăр. Патшалăх программисене пурнăçа кĕртсе ял хутлăхне тирпейлесе пыратпăр. Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пынишĕн администраци ĕçченĕсем те, çынсем те кăмăллă. Халăх ыйтнине тивĕçтерсе, çĕнĕ тĕллевсем лартса малаллах аталанасчĕ.

- Николай Михайлович, тавтапуç калаçушăн. Малашне те карапашсен хастарлăхĕ чакмасса, хăйсем пурăнакан вырăна хăтлăрах тăвассишĕн тăрăшасса шанатпăр.

О. СЛАВИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 сентября 2019
16:44
Поделиться