Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Клуб уçăлни пурне те савăнтарчĕ

Уплер ялĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Культура çурчĕ уçăлнăранпа çулталăк çитрĕ. Уншăн ял халăхĕ уйрăмах хытă савăнчĕ. Кунта пурăнакансенчен кашниех клуба канма çÿрейретçке халь: ташлама, юрлама, тĕрлĕ алă ĕçне вĕренме, шашкă-шахмăтла выляма...

Уплер клубĕ çĕнĕрен уçăлнăшăн çамрăксем кăна мар, ватăсем те чунтан савăнаççĕ. Ун çумĕнче вĕсем çав тери хытă юратакан «Çеçпĕл» ушкăн ĕçлет-çке. Унăн ертÿçи В. Смелов маттур та пултаруллă çын. Вăл тăрăшнипе уплерсем хăйсен пултарулăхне район шайĕнче кăтартма пултарчĕç, ăсталăхĕпе репертуарне якатса анлăлатрĕç. Çеçпĕлçĕсем малашне те çĕнĕрен те çĕнĕ конкурссемпе фестивальсене хутшăнĕç.

Уплер пурнăçĕ клуб уçнипе вĕçленмессе шанас килет. Пирĕн ялта яланах пурнăç аталанса пытăр, туйсем кĕрлесе ачасем çуралччăр, çĕнĕ объектсем уçăлччăр.

 

Г. ПЕТРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
14 сентября 2019
16:45
Поделиться