Кунер Вологда тăрăхне çитсе килчĕ
Нумаях пулмасть Вологда облаçĕнче «Ял—Раççейĕн чунĕ» Регионсем хушшинчи VI фольклор фестивалĕ иртрĕ. Вăл массăллă куракана çĕршыври ялсен пурнăçĕпе паллаштарма тĕллев лартать. Фестивале йĕркелеме пулăшакансем хушшинче Президент гранчĕсен фончĕ, Вологда тăрăхĕнчи «Ял – Тăван çĕршыв чĕри» патриотла обществăлла организаци, Вологда облаçĕн Обществăлла палати пулчĕç.
Фестивале Çичĕпÿртри Культура çуртĕнчи «Кунер» фольклор ушкăнĕ те хутшăнчĕ. «Çĕнĕ çăлкуç» санаторире, «Семенково» архитектурăпа музей комплексĕнче тата Копылов çуртĕнче пирĕн фольклор ушкăнĕ юрăпа ташă тата сцена ăсталăхне кăтартма пултарчĕ, Раççей шайĕнче палăрнă музыка искусствин специалисчĕсем ирттернĕ мастер-классене хутшăнчĕ.
«Кунер» ушкăн çак фестивале йĕркелекенсене ырă енчен тĕлĕнтерчĕ, пултарулăхпа савăнтарчĕ, çавăнпа та тепĕр çулталăкран иртекен фестивале те йыхрав илсе килчĕ.
А. НИКОЛАЕВА.