Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тухтăрсен мобильлĕ бригади – пирĕн районта

Республикăри ача-пăча клиника больницин специалисчĕсем районсене тухса çÿресси, ачасене вырăнта йышăнасси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Вăл «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать. Иртнĕ кĕçнерникун пирĕн районти тĕп больницăна та мобильлĕ бригада килсе çитрĕ. Шупашкар тухтăрĕсем çав кун диспансер учетĕнче тăракан 90 ачана йышăнчĕç.

Ку хутĕнче те, яланхиллех, тĕрлĕ специалистсем пулчĕç. Ачасене невролог, кардиолог, отоларинголог, аллерголог, гастроэнтеролог тата нефролог йышăнчĕç. Тăхăрвунă ачаран вунпиллĕкĕшне специалистсем республикăри ача-пăча клиника больницинче сипленме направлени панă.

«Республика шайĕнчи больницăсенчи специалистсем районсене тухса çÿрессине инçетри ялсенче пурăнакансене тивĕçлĕ те паха медицина пулăшăвĕ парас тĕллевпе йĕркеленĕ. Квалификациллĕ специалистсем пирĕн пата килни уйрăмах ашшĕ-амăшĕшĕн аван пулнине палăртса хăвармалла. Çакă вĕсене çула тухса укçа-тенкĕ тăкакласран, çул çинче тата тĕп хуламăр больницинче черетре ларса вăхăта ирттересрен хăтарать. Çавăнпа та эпир ашшĕ-амăшĕсене

малтанах асăрхаттарса хутăмăр, специалист патне кĕме вăхăтне палăртса черет йĕркелерĕмĕр. Чи кирлине те манмарăмăр: ачасемпе хамăр патăрта малтанхи тĕрĕслевсем ирттертĕмĕр, анализсене те пачĕç вĕсем. Кĕскен каласан, специалист консультацине вăхăтра та туллин илме пур енлĕн хатĕр-лерĕмĕр вĕсене», - терĕ Н.А. Геркен ячĕллĕ районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Маргарита Николаева.

 

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
17 августа 2019
10:16
Поделиться