Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялсем тирпейленеççĕ

Ялсенче пурнăç пĕрре те чарăнмасть. Кунти çынсем администраципе пĕрле ĕçлесе çĕнĕ учрежденисемпе пĕр танах киввисене те юсаççĕ, çуралса ÿснĕ вырăнсен сăн-питне çĕнетеççĕ. Эпир сире иртнĕ эрне хушшинче ялсенче пулса иртнĕ улшăнусемпе паллаштарас терĕмĕр.

Иртнĕ кану кунĕсем валли КАРАПАШСЕМ юрăхсăра тухнă шыв пăрăхне юсарĕç. Вăл пăсăлни кунта пурăнакансемшĕн пысăк чăрмав пулчĕ, çавăнпа та ял çыннисем пĕр харăссăн юсав ĕçĕсене тухрĕç. Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче кунта Ял уявĕ иртрĕ. Карапашра пурăнакансене саламлама депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Р. Почемовпа А. Кузнецов та çитрĕç, халăха тав сăмахĕпе хавхалантарчĕç.

Çав кунах ЧĂНКАССИНЧЕ субботник иртрĕ. Кунта ял хутлăхĕн администрацийĕн, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем тата волонтерсем ĕçлерĕç. Вĕсем ял урамĕсемпе тĕп лапама çÿп-çапран тасатрĕç.

ШĔНЕРПУÇ ялĕнче çĕнĕ Культура çуртне тăвиччен малтан киввине пăсмаллине ял çыннисем лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпа та кунта юнкун ĕç кĕрлесе тăчĕ. Шĕнерпуçсем кунĕпех клуб виттине сÿтрĕç, кивĕ материалсене пуçтарса тирпейлерĕç.

ОКТЯБРЬСКИ ял халăхне урамсене çутăпа тивĕçтерес ыйту хумхантарать.Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Кураков тунтикун ирттернĕ ларура ку ыйтăва хускатрĕ. Çавăн пекех пушар хуралĕ-пе çыхăннă мероприятисене анлăлатассине пысăк тимлĕх уйăрчĕ.

 

И. ЭТМЕНЬ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 августа 2019
14:57
Поделиться