Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тырă аван пулнă, ĕç ăнăçлă пырать

Тинех района çуллахи çанталăк çитрĕ. Çумăр çуман чухне ялхуçалăх сферинче ĕçлекенсем вырса ĕлкĕреймен тырра пуçтарса çĕрсене кĕрхи ака валли хатĕрлеççĕ.

Уйсенче халь кашни кун, кашни сехет пĕлтерĕшлĕ. Пур специалист та хăйне шеллемесĕр ĕçлемеллине аван ăнланать. Михаил Тагеев хресчен-фермер хуçалăхĕнче те хĕрÿ тапхăр. Кăçал вăл урпа, тулă тата сĕлĕ акнă. Халĕ ĕç Акшик тăрăхĕнче пырать. Кунта вырмана икĕ комбайн пурнăçлать. Хальхи тырă выракан машинăсем çине 8 тоннăран ытларах пуçтарса илме пултаракан бункерсем вырнаçтараççĕ, çавăнпа шутсăр пысăк уйсенче те ĕç кĕске вăхăтрах вĕçленет. Кăçалхи пĕрремĕш комбайн кунта юнкун каçхине кĕнĕ, план тăрăх вара ăна  шăматкунччен вĕçлемелле.

«Эпир хамăр патăрта ĕçлекен специалистсене хисеплетпĕр, вĕсемпе мухтанатпăр, тивĕçлĕ условисем туса пама тăрăшатпăр. Вĕсем те пысăк, туслă коллектив пайĕ пулнă майăн пире ăнланса тăраççĕ. Паллах, халь эпир кунĕпех кунта. Сивĕ çанталăкра та хирте тăрăшатпăр»,- пĕлтерчĕ Василий Малинин агроном. Тырă пахалăхĕшĕн опытлă ялхуçалăх специалисчĕн иккĕ-

ленÿ çук. Унăн шухăшĕпе, хуçалăхри культурăсем аван пулнă. Çакăн пек тухăç илме çуркунне удобренисемпе усă курни тата тырпула тĕрĕс пăхни пулăшнă. Чылай чухне çумăр йĕпетнĕ тырра типĕтсе вăхăт иртет.

Ĕç ăнăçлă пурнăçланса пынипе Василий Сергеевичпа кĕçĕнрех специалистсем те килĕшеççĕ. Акă, Д. Артемьев комбайнерăн шухăшĕсем çывăх тăраççĕ. «Чарăнса пĕр сехет таран апатланма вăхăт çук пирĕн. Апла ĕçлесен эпир нихăçан та тырра вырса пĕтерейместпĕр. Çанталăксăр пуçне ытти проблемăсем те пулкалаççĕ. Карап пек çĕнĕ техника, тивĕçлĕ условисем - ан кахаллан кăна»,- терĕ çамрăк комбайнер, тырра пушатнă майăн.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 августа 2019
14:56
Поделиться