Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тепĕр çурт картишĕ çĕнелет

Хулара тахçанах çуртсем умĕнчи территорие юсас программа ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Çавна май ĕçе пурнăçлакансем çĕнĕ асфальт сараççĕ, саксемпе спорт оборудованийĕсем вырнаçтараççĕ, машинăсем лартмалли вырăнсем тăваççĕ, кĕскен каласан, кунта пурăнакансен пурнăçне хăтлăрах тăваççĕ.

П. Демьянов ертсе пыракан «СтройДорСервис» тулли мар яваплă общество юлашки икĕ эрнере Николаев урамĕнчи 59-мĕш çурт территорийĕнче юсав ĕçĕсем ирттерет. Унăн лаптăкĕ 486 тăваткал метр.

Ĕçе пурнăçлама Шăмăршăран килнĕ бригада пулăшать. Юсав мероприятийĕсене пурнăçлама пурĕ 1 миллион тенкĕ ытла тăкакланĕ. Çурт картишне çак уйăх вĕçлениччен тирпей-илем кĕртсе пĕтерĕç. Халлĕхе рабочисем çурт умне çĕнĕ асфальт сараççĕ.

И. СЕРГЕЕВ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 августа 2019
14:56
Поделиться