Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хастар та паттăр çын - хисепре

Ăстакасси ялĕнче пурăнакан Лидия Николаевна ЛАПШИНА нихăçан та йывăрлăхран хăраман. Вĕсене хăй парăнтарса умри тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырать.

Лидия Николаевна 1954 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнче çуралнă. «Анне чукун çул çинче те, фермăра та ĕçленĕ. Атте пысăк çын пулнă пирĕн. Вăл Вăрмар–Тĕрлемес чукун çул çинче бригадирта вăй хуратчĕ. Тăрăшулăхĕшĕн ун çинчен хаçатра та пĕрре çеç мар çырнă, парнесемпе те чысланă», - савăнса каласа парать Лидия Николаевна. Çемьере виççĕн çуралса пĕр-пĕччен çитĕннĕ вăл (пиччĕшĕсем иккĕшĕ те çамрăклах вилнĕ).

Тĕрлемес шкулĕнче вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Лида Шупашкарти ФЗУра ăс пухать. Çулталăкран ашшĕ-амăшĕ пекех тăрăшуллă хĕрупраç 5-мĕш разрядлă прядильщица пулса тăрать. Ăста специалист пир-авăр комбинатĕнче виçĕ çул ĕçлет. Тĕп хуламăрта трактор тăвакан заводра ĕçлекен Ăстакасси каччипе, Юрий Николаевич Лапшинпа, паллашать. «Пĕрлешичченех эпĕ кунта хĕр-тантăшсемпе килсе çÿренĕ. Кăмака шуратнă, çĕрулми кăларнă, çырмана кĕпе чÿхеме кайма та ÿркенмен. Ун чух Юрăн ашшĕн, вăрçăра пулнăран, сывлăхĕ хавшакчĕ, амăшĕ те чирлĕччĕ. Хĕрхеннĕ ĕнтĕ, ĕçлесе пулăшнă. Ман упăшка ашшĕнчен хăш хĕрне качча илес пирки ыйтсан, вăл çапла хуравларĕ тет: «Вăрăм çÿçлине ил, вăл питĕ вăр-вар, правур». Çапла, 1973 çулта пĕрлешрĕмĕр», - куларах аса илчĕ Лидия Николаевна çамрăклăхĕн чи илемлĕ тапхăрне.

Ашшĕ-амăшĕ ачаллах ĕçе хăнăхтарнă ăна. «Аннен резина перчеткине шыв тултарса çыхса çакаттăмччĕ, ĕне сунă пек пÿрнескисене туртаттăмччĕ. «Ĕне сăвассу килсен атя манпа фермăна», - терĕ эпĕ çапла хăтланнине пĕрре мар асăрханă анне. Кайрăм вара, мана йăвашрах ĕнесем патне лартатчĕ те сăваттăм. Пĕр 5 ĕне суса пулăшаттăмччĕ. Уншăн анне мана Акатуй, тутарсен Сапантуй уявĕсене кайма хитре туфли тата капрон колготкă илсе пачĕ. Мĕн тери савăнтăм! Пиллĕкĕмĕш класс хыççăнах Хусана палан, çăмарта сутма çÿренĕ эпĕ. Пахчара палан нумайччĕ, ăна çыхăласа карçинккасене тултараттăм. Кĕвентепе йăтса каяттăмччĕ пуйăс патне, веçех сутса пĕтереттĕмччĕ. Шăнтса хурса хĕлле те сутнă», - хавхалансах каласа парать хĕрарăм.

Качча килсен Сĕнтĕрвăрри хулинчи почтăна ĕçе вырнаçать те 2006 çулччен унта тăрăшать. Ирпе 4 сехетчен тăрса икĕ кăмака хутса çунтарнă, ачисене валли апат пĕçерсе хăварнă, выльăхсем валли те 2-3 хуранпа кăмакана лартнă. Кашни кун Чермĕш ялне утнă, автобус пулман чух хулана çуранах çитме тивнĕ. Машинăсем пурте чарăнман иккен. Турханкасси ялĕнче пурăнакан Николай Денисович Иванова хăйне кашни тĕлпулмассерен лартса кайнăшăн Лидия Николаевна паян та ырăпа асăнать. Ĕçрен таврăнсан та канма май пулман унăн, кăшман пайĕ çине чупнă, килкарти тулли выльăха пăхнă. Çăмăл пулман ăна, çапах та пĕр кун та ĕçрен юлман. Чунне парса тăрăшнă. Ĕç кĕнекинче ăна ырласа çулсеренех тав сăмахĕсем çырса хунă, сăнÿкерчĕкне почтăри Хисеп хăми çине вырнаçтарнă. 2006 çулта ăна тăван ялĕнчи çыхăну уйрăмне куçараççĕ. Кунта вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех килтен-киле хаçат валеçет. «Мана халĕ те манмаççĕ, хисеплеççĕ. Кашни çулах Раççей почти кунĕ ячĕпе саламлă çырусем яраççĕ, парнесем тата хаçат çырăнса параççĕ. Тавах вĕсене», - савăнса пĕлтерчĕ ĕç ветеранĕ.

«Лидия Николаевна çав тери активлă хĕрарăм. Ял пурнăçĕнчи пур мероприятие те хастар хутшăнать. Пĕр ĕçрен те, субботниксенчен те юлмасть. Ял уявне те хĕрĕ-мăнукĕсемпе чи малтан пырать, çемйипех пулăшаççĕ. Суйлав комиссийĕнче те нумай ĕçлерĕ. Юрлама ăстаскер «Кăмăл» фольклор ушкăнне çÿрет. Ачисем те, мăнукĕсем те кĕнеке вулама юратаççĕ. Лариса хĕрĕ биб-лиотекăрах ÿсрĕ темелле. Ачисем те амăшне хывнă. Питĕ активлă çемье. Унăн хастарлăхĕ те, ял çинчи хисепĕ те ан чактăр, ырă кăмăлпа, сывлăхпа малаллах çирĕппĕн уттăр», - терĕ ял библиотекарĕ Инна Великанова.

Лидия Николаевнăн мăшăрĕ пурнăçран уйрăлни самай пулать, анчах виçĕ хĕрĕпе 6 мăнукĕ ăна пĕчченлĕхе туйма памаççĕ. Хăй те тунсăхласа лармасть, хуçалăхри ĕçпе куна ирттерет: чăх-чĕп нумай усрать, пахчаçимĕç туса илет, илемлĕ чечексем ÿстерет. Пĕр сăмахпа каласан, юрла-юрла ĕç тăвать. Кулленхи пурнăçа илемлетме, савăнăç туйăмĕ кĕртме пĕлет вăл.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
10 августа 2019
14:58
Поделиться