Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Выльăх апатне вăхăтра хатĕрлемелле

Ялхуçалăх сферинче ĕçлекенсем валли хĕрÿ тапхăр пуçланчĕ. Ĕç пĕр саманта та чарăнмасть, çавăнпа та кунти тĕп кăтартусем çĕнелсех пыраççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем те районшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Мăйракаллă шултра выльăхăн кашни условнăй пуçне халĕ 3031 тонна чухлĕ е 17, 5 центнер апат единици шутласа хунă.

Районта ялхуçалăх предприятийĕсемпе ХФХсем 1732 пуç выльăх усраççĕ. Вĕсене тăрантарма 3900 га çинче нумай çул ÿсекен курăксем (2930 га е 75% çулса илнĕ) тата 145 гектар чухлĕ пĕр çул ÿсекен курăк акнă. Юлашкине район пĕтĕмпех çулса пĕтернĕ.

Кĕçех утă хатĕрлес ĕçсем те вĕçленĕç, Район 3135-тоннăран 2450 тонна е 78% пуçтарса илнĕ. Планпа 6076 тонна сенаж хатĕрлемелле. Паяна 4400 тонна е 72% хывнă (вĕсем хушшинче «Смак-Агро» тата «Атлашевская» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăсем, А.В. Григорьев хресченпе фермер хуçалăхĕ).

Силос турттарас ĕç те ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Районти ялхуçалăх пайĕ 6820 цифра патне çитме тĕллев лартнă. Халлĕхе ялхуçалăх сферинче тăрăшакансем 3200 тонна 46,9% хатĕрленĕ.

 

В. МУСТАЕВ,районти ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
03 августа 2019
15:01
Поделиться