Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Тивĕçлĕ çыннăн пурнăçĕ çинчен

«Кăмăлу сан сар хĕвел пекех», - теççĕ ырă кăмăллă, ăшпиллĕ çын çинчен. Нарат Чакки ялĕнче пурăнакан Климент Павлович ИВАНОВ çинчен шăпах çак сăмахсене калас килет.

Унăн кунçулĕ çăмăл пулман. Ашшĕ, Павел Иванович, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă. 1944 çулта пĕр хаяр çапăçура вăл йывăр аманнă. Госпитальте чылай сипленнĕ хыççăн ăна киле янă. Чĕре çумĕнчи снаряд ванчăкне тухтăрсем касса кăларма шикленнĕ. Суран йĕри-тавра вара пÿр пухăнса тăнă.

Яла таврăнсан Павел Иванов савни тупать, каярах авланать. 1945 çулхи чÿк уйăхĕнче Елена Александровна мăшăрĕпе иккĕшĕн ывăл çуралать. Ачана Ворошилов пек ят параççĕ — Клим. Каярахпа çемьере Евгений çуралать, унтан - Октябрина.

Ашшĕ сурана пула аптраса ÿксен, амăшĕ пĕчĕк Клима темиçе хутчен те ялти фельдшер патне чуптарнă. Анчах ялти тухтăр мĕнех тума пултарнă-ши. Çапла 1958 çулта Павел Иванович пурнăçран уйрăлса каять. Çулталăкран унăн тăлăха юлнă мăшăрĕ Хуракасси шкулне кĕçĕн классен учительне ĕçлеме вырнаçать.

Тепĕр виçĕ çултан Елена Александровнăн пурнăçĕ те ĕç вырăнĕнчех татăлать. Шкулти пушар вăхăтĕнче вăл пĕчĕк шăпăрлансене хăйĕн çумне çупăрласа илнĕ те çаплипех пĕтнĕ. Хăйĕн виçĕ ачи тăлăха юлнă. Клим ун чухне вунулттăра пулнă, Евгений—13-ре, Октябрина—12-ре. Тăлăх ачасене çăмăл пулман, çапах та вĕсем тÿснĕ ,ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ, малаллах талпăннă. Тăванĕсем пулăшнипе, хăйсем тăрăшнипе ура çине тăнă, тăван кил-çуртĕнчех пурăннă.

Амăшĕ вилнĕ хыççăн вăтам шкул пĕтерсен Шупашкарти педагогика институтĕнчи ют чĕлхесен факультетне вĕренме кĕнĕ. Каярах Климент Павлович икĕ çул хушши çар хĕсметĕнче тăнă. Климент Павлович темиçе çул хушши Ваçликассинчи клуб заведующийĕ пулса ĕçленĕ. Каярах вара Нарат Чакки шкулне вĕрентекене вырнаçнă. Кунтах Нина Аркадьевнăпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Çемьере виçĕ ача çуралнă – Александр, Сергей, Павел.

Вăхăт иртнĕ çемĕн Клим Павлович шкултан ялти фермăна заведующи пулса ĕçлеме куçать. Мăшăрĕ те кунтах дояркăра вăй хурать. Вăл заведующи пулса ĕçленĕ хушăра ферма районта яланах малти вырăнта пынă.

Мăшăрĕпе 49 çул хушши пĕр-пĕрне ăнланса,килĕштерсе, хăйсем лартнă чаплă кил-çуртра пурăнаççĕ, клубра иртекен пур мероприятине те хутшăнаççĕ. Ивановсем картиш-тулли выльăх–чĕрлĕх усраççĕ,хулара тĕпленнĕ ывăлĕ-сене аш-пăшпа, тĕрлĕ пахчаçимĕçпе тивĕçтереççĕ.

Нина Аркадьевна пÿрт умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ чечексем ÿстерме юратать. Клим Павлович- пултаруллă, хастар арçын. 7 теçетке урлă каçнă пулсан та пулăшу ыйтма пырсан нихăçан та «çук» темест, пултарнă таран пулăшать. Ялти «Шăнкăрав» ушкăнра юрлать, пĕр спектакль те, пĕр камит те вăл хутшăнмасăр ирт-мест, тĕрлĕ сăнарсене артистсенчен кая мар калăплать. Малашнехи пурнăçра та çак кăмăллă кÿршĕне, юратнă кума ырлăх-сывлăх, хастарлăх, хĕвеллĕ те телейлĕ кунсем сунас килет.

В. ИЛЬИНА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 июля 2019
13:25
Поделиться