Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уплерти телейлĕ мăшăр

Уплер ялĕ хăйĕн тавралăхĕпе кăна мар, тарават та сăпайлă çыннисемпе те палăрса тăрать. Нумаях пулмасть кунта пурăнакан НИКИТИНСЕМ çемье çавăрнăранпа 54 çул çитнине паллă турĕç.

Çак паллă кун Геннадий Егоровичпа Зинаида Михайловнăна «Çеçпĕл» пултарулăх ушкăнĕ ăшшăн саламларĕ, илемлĕ юрăсем шăрантарчĕ. Мăшăр хăйсене çапла хисепленĕшĕн хăнасене чĕререн тав турĕ, пичĕсем çинчи савăнăç куççульне те пытармарĕ.

Иккĕшĕ те пĕр ялтанах пулнă пулин те, хăйсен пурнăçĕсене пĕр çемьене мăшăр Саратов облаçĕнче пĕрлештернĕ. Зинаида хĕр чухне унти пĕр фермăра вăй хунă. Ĕçчен те патвар хĕрупраçа механизатор курсне пĕтернĕ Геннадий тÿрех куç хывнă. Хĕрпе каччă пĕрле пурăнма пуçланă, тăван Уплере таврăнсан вара çамрăксем чăн чăваш туйĕ кĕрлеттернĕ.

Хăйсен малашнехи пурнăçне Никитинсем А.Г. Николаев ячĕллĕ колхозра вăй хурса ирттернĕ. Геннадий Егорович механизаторта, Зинаида Михайловна пăрусем пăхнă çĕрте ĕçленĕ. Çирĕп çемье виçĕ ача пăхса ÿстернĕ, паянхи куна мăнукĕсемпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.

 

Г. ТРИФОНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 июля 2019
16:00
Поделиться