Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Район çĕрĕсем çинчи ĕç малалла пырать

Çак эрнере районти ялхуçалăх пайĕ ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче иртекен ĕçсем пирки акă мĕн пĕлтерме пултарать.

175 гектар çĕр лаптăкĕ çинче çĕрулми речĕсене кăпкалатса тухнă. «Смак-Агро» тулли мар яваплă обществăра, «Чебо-Милк» тулли мар яваплă обществăра тата М.Л. Тагеев хуçалăхĕнче хими мелĕпе тырă культурисене çумкурăкран тасатнă.

Çав вăхăтрах районти çĕрсене кĕр тыррисене акма та хатĕрлеççĕ. Палăрт-нă хуçалăхсемсĕр пуçне, «Авангард» тулли мар яваплă обществăн «Çĕрпÿ Беконĕ» филиалĕ те кĕрхи акана ирттерме 910 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ялхуçалăх организацийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче 1732 условнăй выльăх пуçĕ усранать. Ăна валли апат хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Çапла, палăртнă план тăрăх 3900 гектар нумай çуллăх курăка çулса илмелле (плана 70% пурнăçланă), 3135 тонна утă тумалла (плана 59% пурнăçланă). «Смак-Агро» тата «Атлашевская» Агрофирма» обществăсем сенаж хывас ĕçе 53% пурнăçланă. Пурĕ районта 6076 тонна сенаж хывмалла. Силос хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Çак вăхăта ăна нормăран (6820 тонна) 23,5% хатĕрленĕ.

Пĕр условнăй ĕне выльăх пуçне 12,5 центнер апат единици лекет.

 

О. ГУСАРОВ, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 июля 2019
15:57
Поделиться