Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Православи фестивалĕ çывхарать

Хуракассинче «Чăваш Кăйкăрĕ» курав вĕçленнĕ кун районта «Патша сăрчĕ çинчи Посад тĕлпулăвĕсем» православи фестивалĕ иккĕмĕш хут уçăлать. Унта республикăри Турра ĕненекен çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Фестиваль вăхăтĕнче çамрăксем сăрт çинче вырнаçнă палаткăллă хулара пурăнĕç, кĕлĕсемпе концертсене хутшăнса, Христос тĕнĕнче çивĕч тăракан ыйтусем çине хурав пама тăрăшĕç.

Мероприятие йĕркелекен епархи, пĕлтĕрхи опыта шута илсе, кăçалхи программăна улшăнусем кĕртме шутланă. Çамрăксем валли район чиркĕвĕсем тăрăх экскурсисем ирттерĕç, Турра ĕненекенсене вĕсен историйĕпе паллаштарĕç. Каччăсемпе хĕрсем Нарат Чакки, Кĕчкей тата Кушник ялĕсене кайса килĕç.

Тепĕр улшăнăва та палăртса хăвармалла. Тĕлпулăва общество деятелĕсемпе педагогсене чĕнмен, лапамсемпе мастер-классен вăхăтне тĕнпе çывăхрах вăйăсене, ĕçсене тата конкурссене уйăрса панă. Çапах та йĕркеленнĕ расписание улшăнусем кĕме пултараççĕха.

«Посад тĕлпулăвĕсем» утă уйăхĕн 21-мĕшĕнче, виçĕ кун пынă хыççăн вĕçленĕç.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 июля 2019
15:58
Поделиться