Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура çуртне илемлетрĕç

Ваçликасси ялĕнчи Культура çуртĕнче ĕçлекен И. Кудряшова учреждение хăтлăрах тăвассишĕн чылай тăрăшать.

Нумаях пулмасть вĕсем Николай мăшăрĕпе крыльца урайне улăштарас ĕçе пуçăнчĕç. Малтанхи утăм ял хутлăхĕн администрацийĕпе ĕç материалĕсем илсе килесси çинчен калаçнинчен пуçланчĕ.

Культура вучахне кирлĕ материалсемпе тивĕçтернĕ хыççăн крыльцана çĕнетес ĕç малалла пычĕ. Паллах, юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра Кудряшовсем малтисем хушшинче пулчĕç, вĕсем юсава йĕркелесе пыма пултарчĕç.

Тен, çавăнпа та ĕç хăвăртах вĕçленчĕ. Çĕнĕ крыльца Ваçликассинче пурăнакансене юрра-ташша чĕнсе тăрĕ, куçа, кăмăла савăнтарĕ.

И. ГЕННАДЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
13 июля 2019
16:00
Поделиться