Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Туслăх пытăр ĕмĕре

Шкулта вĕреннĕ чухне пĕр класри тус-юлташсенчен уйрăлассăн туйăнмасть. Вунă çул сисĕнмесĕрех иртсе каять. Юлашки шăнкăрав, сывпуллашу каçĕ вара пире аслă çула ăсатаççĕ.

Вăхăт юханшывĕ пĕр чарăнмасăр юхать те юхать. 1963 çулта Хуракасси шкулĕнчен вĕренсе тухни çинчен алла аттестат илнĕ çамрăксем Тăван çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене саланчĕç. Малалла пĕлÿ илсе, хайсем килĕштернĕ ĕçсенче тăрăшрĕç. Халĕ вара вĕсем пурте тивĕçлĕ канура.

Çулсем иртнĕ çемĕн тĕл пулса калаçма, шкул çулĕсене, унти хаваслă самантсене аса илме нумаях пулмасть тĕлпулу каçĕ йĕркелерĕмĕр. Пирĕн пурнăçра савăнăçлă вăхăтсем сахал мар пулнă, анчах та пысăк хуйхă тÿсме те тиврĕ. 1961 çулхи чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕнче шкулта тухнă пушарта пирĕн класри икĕ хĕрача çунса кайрĕç. Ун чухне эпир тăххăрмĕш класра вĕренеттĕмĕрччĕ. Шкулти 106 ачапа пĕрле тăватă учителĕн пурнăçĕ татăлчĕ. Ун хыççăн пĕр эрнерен «Ширпотреб» артелĕнче вĕренме тытăнтăмăр. Сивĕччĕ, чернил шăнса ларнă пирки кăранташпа çыраттăмăр. Телее, вуннăмĕш класра çĕнĕ шкулта вĕрентĕмĕр. Çак синкерлĕ пулăм ĕмĕрне те асран тухмасть. Çавăнпах хамăрăн тĕлпулăва кивĕ шкул вырăнĕнче лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунинчен пуçларăмăр.

Аякра пурăнакан тантăшсемпе кĕсье телефонĕсемпе шăнкăравласа калаçрăмăр. Хăйсене пирĕнпе пĕрле пулнă пекех туйнине пĕр савăнса, пĕр хумханса пĕлтерчĕç вĕсем. Тĕл пулса калаçнăшăн пурте кăмăллă пултăмăр. Шкулта тĕвĕленнĕ туслăх ĕмĕре пырать.

 

Р. МИХАЙЛОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 июля 2019
15:43
Поделиться