Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сумлă юбилей

Пурнăç тăршшĕпе тĕрлĕ тĕрĕслев витĕр тухма тивнĕ Кĕçĕн Ăстакассинче пурăнакан Елена Антоновна Гурьеван. Упăшкипе иккĕшĕ тивĕçлĕ канăва тухичченех ял лавккинче ĕçленĕ. Çынсемпе кăмăллă, тарават пулнă, ĕçри сăкăлтăксене киле илсе пыман Гурьевсем. Унта пилĕк ача кĕтнĕ ашшĕ-пе амăшне: тăватă хĕрпе пĕр ывăл. Паянхи куна ачисем пурте çемьеллĕ, тĕрлĕ хуласенче тĕпленсе пурăнаççĕ.

Утă уйăхĕн виççĕмĕшĕнче Елена Антоновна 90 çулхи юбилейне паллă турĕ. Шел пулин те, упăшки çĕре кĕнĕренпе самай вăхăт иртнĕ ĕнтĕ.

Çирĕп хĕрарăма саламлама Çĕнĕ Шупашкартан ывăлĕ Николай тата Атăлçи ял хутлăхĕнчен Анатолий Архипов пуçлăх килсе çитрĕç. Анатолий Михайлович юбиляра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В. Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А. Мясниковăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕ. Вăрăм ĕмĕр, тулли кăмăл, çирĕп сывлăх сунса, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ ăна асăнмалăх парне те пачĕ.

 

О. ЕФРЕМОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 июля 2019
15:44
Поделиться