Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шуршăлта асăну митингĕ иртрĕ

Тĕнчери пиллĕкмĕш космонавт-летчикăн, Андриян Григорьевич Николаевăн, чĕри тапма чарăннăранпа 15 çул çитрĕ. Çăлтăр тупнă каччă 2004 çулхи утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче 74 çулта вилсе кайнă.

Çак хурлăхлă кун космонавтăн тăван ялĕнче митинг иртрĕ. Вăл Андриян Григорьевичăн ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăк-ланакансене, унăн ентешĕ-семпе юлташĕсене, обществăпа культура деятелĕсене тата район администрацийĕн ĕçченĕсене пĕрлештерчĕ. Асăну кунĕн тĕллевĕ Андриян Николаевăн пурнăçĕнчи тĕп тапхăрсене тепĕр хут палăртса хăварса унăн еткерлĕхне упрассинче пулчĕ.

Хисеплĕ хăнасем хушшинче Чăваш Республикин культура, архив ĕçĕн тата национальнăç ĕçĕсен министрĕн çумĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан К. Павлов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е. Николаева, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова, чăваш халăх поэчĕ В. Туркай, Байконур космодром ĕçченĕ Е. Южилин тата ытти хăнасем пулчĕç. Кашниех Андриян Григорьевича ăшă сăмахпа асăнчĕ, чунри туйăма пухăннисем умĕнче уçса пачĕ.

К. Павлов Чăваш Республикин культура пуянлăхне упрама, космонавта яланах асра тытма, унăн ĕçĕсене хăй пекех маттуррăн малалла аталантарма чĕнсе каларĕ.

«Андриян Николаев пуян, укçа енчен çителĕклĕ çемьери ача пулман. Тен, пурнăç çапла килсе тухнă пулсан эпир ун çинчен урăхларах каланă пулăттăмăр. Анчах истори урапине пăрса яраймăн. Андриян, пирĕн пекех хресчен çемйинче çуралса, чи пысăк тĕллевĕсене пурнăçлама пултарнă. Çавăнпа вăл ачасемшĕн яланах тĕслĕх пулса тăрать», — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников.

Митинга килнисенчен чылайăшĕ Андриян Григорьевича çывăх пĕлнĕ, унпа юлташлă та пулнă. Акă, тĕнчери пиллĕкмĕш космонавт-летчикăн чи çывăх тусĕсенчен пĕри Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан Леонид Никонорович Белов пулчĕ. Вĕсем Андриян Григорьевичпа пĕр-пĕрне

пĕчĕкренех пĕлнĕ (халĕ Л.Белов 89 çулта), Шуршăлти çичĕ класлă шкулта тата Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче пĕрле вĕреннĕ, студент чухне те общежитире пĕр пÿлĕмре пурăннă.

Апла пулин те Леонид Никонорович космонавтпа çывăх çыхăнура пулнипе мухтанма юратмасть, хăйне ун шучĕпе ырă ят тăвас темест. «Эпĕ Андрияна лайăх çын пулнăшăн хакланă, вăл та мана çавăншăнах хисепленĕ пулĕ. Эпир пĕр-пĕрин патне хăнана çÿреттĕмĕр, çырусем çыраттăмăр. Паян çак митингра пулни маншăн пысăк чыс. Хаклă юлташăмăра тĕнчипех юратса хисеплени вара уйрăмах кăмăллă», - терĕ Леонид Никонорович.

Темиçе çул хушши Шуршăлпа Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар е Сĕнтĕрвăрри хушшинче «Йĕпсе çинчи хĕвел» велочупу иртет. Кăçал велосипед ăстисем хăйсен тимĕр «лашисене» Шупашкартан хăваласа килчĕç. Ушкăнра 33 çулхи Е. Михайлов çулçÿревçĕ те пулчĕ, вăл 33 километр  парăнтарнă. Евгений хăйĕн велосипечĕпе

çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем патне кустарать. Кăçал вăл «Движение в Марий Эл» фильм ÿкернĕ. Унта кÿршĕ республикăна каякан велоушкăнăн пурнăçне сăнласа панă, йывăрлăхсене çĕнтерес темăна çĕкленĕ.

Андриян Григорьевич хăй те спортпа туслă пулнă, характер енчен илсен те ăна çитекенни сахалрах. Ун пирки Е. Николаева ытларах чарăнса тăчĕ. Вăл велочупăва хутшăнакансене кăна мар, ытти спортсменсене те çĕнĕ çитĕнÿсем сунчĕ. Андриян Николаев чăваш чапне тĕнче шайне çĕкленипе мăнаçланчĕ депутат. «Эпир космонавтпа пĕр хушаматлă пулни, урăх çĕршывра пурăнакансене пăтраштаратчĕ. Мана Андриян тăванĕ тесе шутлатчĕç пулас. Ăмăртусенче пырса ыйтакансем те пулкалатчĕç. Пĕлсен вара ман умра ăна пушшех мухтама пуçлатчĕç»,- аса илчĕ Елена Николаевна.

Байконур ветеранĕ Е. Южилин (вăл космонавта икĕ хутĕнче те тĕнче уçлăхне ăсатнă) Андриянăн чапĕ мĕнре пулнине тĕслĕх-семпе çирĕплетсе кăтартрĕ. «Юрий Гагаринпа Герман Титов (уйрăмах пĕрремĕшĕ) уçлăхра нумай вăхăт ирттермен. Çавăнпа космос вĕсен организмне сиен кÿрсе ĕлкĕ-реймен. Пирĕн ентешĕмĕр икĕ вĕçевре космосăн пур «ырлăхĕсене» те туллин туйса илме пултарнă. Унăн сывлăхĕ те ытларах хавшанă», - терĕ космос ветеранĕ.

Асăну митингне хисеплĕ хăнасем космонавтăн часавайри вилтăпри çине чечексем хунипе вĕçлерĕç.

Çав кун Кронид Прокопьев фотографăн Андрияна халалланă ĕçĕсен куравне те йĕркелерĕç. Юлашкинчен хăнасене пулă шÿрпипе хăналарĕç.

 

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 июля 2019
15:41
Поделиться