Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шупашкарăн паллă вырăнĕсем - укçа çинче

Кăçал шĕкĕр хуламăр Шупашкар 550 çулхи сумлă юбилейне паллă тăвать. Çав уява халалласа иртнĕ юнкун Раççей Банкĕ виçĕ тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларчĕ.

Унăн пичĕ енче Раççей Федерацийĕн Патшалăх гербне вырнаçтарнă тата «Российская Федерация», «Банк России», «3 рубля», «2019» тата ытти паллăсене çырнă.

Укçан тÿнтер енче хулан историллĕ вырăнĕсене - драма театрне, администраци çуртне тата Успени чиркĕв-не кăтартнă. Аялта «Чебоксары» тата «осн. в 1469 г.» тесе çырни пур.

Укçа виçĕ пин тиражпа тухнă. Юбилей укçи коллекционерсемшĕн сувенир вырăнне пулĕ.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
06 июля 2019
15:42
Поделиться