Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шыв, çĕр, сывлăш пахалăхĕн кăтартăвĕсем

Çынна пурăнма кирлĕ çутçанталăк ырлăхĕсен - шывăн, çĕрĕн, сывлăшăн, апат-çимĕçĕн пахалăхĕ пур енĕпе лайăх пулмалла тетпĕр. Анчах та хăшпĕр чухне е хăшпĕр вырăнсенче вăл санитарипе гигиена нормисене тата ытти кăтартусене тивĕçтерменни те тĕл пулать. Çавна май Чăваш Республикин Çĕрпÿ районĕнчи Гигиенăпа эпидемиологи центрĕ çулсерен тĕрĕслевсем, тĕпчевсем ирттерет.

Кăçалхи 5 уйăх хушшинче Сĕнтĕрвăрри районĕнче шывпа тивĕçтермелли централизациленĕ вырăнсенчен илнĕ вунă (пĕлтĕр çак вăхăртра – 5) шыв пробине тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ гигиена нормисене хытăлăх енĕпе тивĕçтермен. Чăваш Республикипе вара илнĕ пробăсен 21,4 проценчĕ кирлĕ шая ларайман.

Микробиологи кăтартăвĕ-сем енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевĕн пĕтĕмлетĕвĕсем вара аван. Кăçал вунпĕр тĕслĕх илнĕ, вĕсем пурте, пĕлтĕрхи пекех, нормăна тивĕçтереççĕ. Республикăпа пĕтĕмĕшле илсес пулсан кунта çитменлĕхсемсĕр мар: 1,7 процент кирлĕ шая тивĕçтермест. Çапах та ку кăтарту пĕлтĕрхинчен лайăхрах.

Пăрăхсенчи шыв пахалăхне тĕрĕслеме 58 тĕслĕх илнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕнче тимĕр, нитратам виçи кирлĕ чухлĕ пулманни палăрнă. Пĕлтĕр ку тапхăрта 17 тĕслĕхрен пĕри çак кăтартусем енчен пачах юрăхсăр пулнă.

Асăннă тапхăрта шывлăш пахалăхне те тĕрĕсленĕ. 5 уйăх хушшинче пурĕ 20 тĕслĕх илнĕ, вĕсенчен вунтăваттăшĕ хула хутлăхĕнче, улттăшĕ вара ял хутлăхĕсенче. Тĕрĕслев кăтартăвĕ сывлăша варалакан япаласен нормăпа пулмалли виçи палăртнă шайран иртменнине çирĕплетнĕ. Республикăра вара виçерен иртнĕ тĕслĕхсем 0,2 процент тупса палăртнă. Сывлăш пахалăхне Сĕнтĕрвăрри хулинче тата районĕнче сывлăша варалакан хлор тата хлорлă водород тата ытти хими элеменчĕсем пуррипе çуккине тĕрĕсленĕ.

Асăннă 5 уйăх хушшинче çĕр пахалăхне санитарипе хими тата микробиологи кăтартăвĕсем енĕпе тĕрĕслеме 3, паразитологи енĕпе 19 тĕслĕх илнĕ. Вĕсем пурте санитарипе эпидемиологи ыйтнине тивĕçтернĕ.

Апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхне те тĕрĕсленĕ. Ун кăтартăвĕсем пĕлтĕр те кăçал та лайăх, организмшăн тата сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратмаççĕ. Республика шайĕнчи кăтартусем те лайăххипе палăрса тăраççĕ. Санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен тивĕçтермен тĕслĕхсем пĕрре те пулманнине палăртса хăвармалла.

Ачасем çÿрекен учрежденисенчи столовăйсенче хатĕрленĕ апат-çимĕçĕн пахалăхне тĕрĕслеме 19 тĕслĕх илнĕ. Телее, вĕсем сывлăхшăн сиенлĕ пулманнине çирĕплетнĕ. Республикăра вара нормăна тивĕçтермен тĕслĕхсем 1,3 процента çитнĕ. Пĕлтĕр асăннă вăхăтра 1,9 процент пулнă.

О. БАСОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 июня 2019
15:36
Поделиться