Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Хастар та пуçаруллă хĕрарăм

Хуракассинчи Çăмахуй урамĕнче Плотникова Зоя Ивановна пурăнать. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче 84 çул тултарчĕ.

Вăл сумлă ята тивĕçлĕ. «Ял халăхĕшĕн тăрăшсах ватăлтăм. Газ кĕртес, çул тăвас ĕçсене хам çине илтĕм. Çамрăксем те мана шанатчĕç»,- терĕ Зоя аппа. Çак ĕçсене вăхăтра тăвассишĕн Шупашкара, района мĕн чухлĕ чупманши. Кампа кăна курса калаçманши. Кăвак çулăма Çăмахуй урамĕнче Плотниковсен килĕнче пĕрремĕш çутнă.

Урам старости пулнă майăн ишĕлнĕ кĕпере юсассине те хăй çине илнĕ вăл. Çĕнĕ кĕпер тусан пурте савăннă. Çăмахуй урамĕнче малтан автобус чарăнăвĕ пулман. Ăна йĕркелесе павильон лартас тĕллевпе те чылай тăрăшнă хĕрарăм. Урхас Кушкă чарăнăвĕнчи павильон та Зоя Ивановна тăрăшнипе пулнă. Пултаруллă хĕрарăм çамрăк чухне общество ĕçĕсене хастар хутшăннă: фермăра вăй хунă, хĕрарăмсен Канашĕн ертÿçи те, комсомол секретарĕ те район тата ял Канашĕн депутачĕ те пулнă.

Хăй вăхăтĕнче ĕçре те палăрнă Зоя Ивановна. Фермăра 30 çул ытла ĕçленĕ. Сысна лайăх пăхнăшăн ВДНХан бронза медальне тивĕçнĕ. Унсăр пуçне вăл III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденне илнĕ. Çулталăкне пине яхăн çура çурлаттарнă, республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Мăшăрĕпе Евгений Владимировичпа 57 çул пĕрле пурăннă. Шел те, упăшки çук ĕнтĕ, çĕре кĕнĕ Ултă ача çуратса ÿстернĕ вĕсем, вĕрентсе кăларнă. Ачисем çĕршыва юрăхлă çынсем пулнă. Сăмахран, ывăлĕ Валерий Плотников Хуракассинче пурăнать, предпринматель, виçĕ лавкка тытать. Хальхи вăхăтра Зоя аппа пĕчченех пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем манмаççĕха ăна, килсех çÿреççĕ, тĕрлĕ ĕçсемпе пулăшаççĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетме те пулăшаççĕ. Вăрăм ĕмĕр, сывлăх пултăр хастар хĕрарăма.

 

Л. АНДРЕЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 июня 2019
15:36
Поделиться