Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

25 çул – халăхшĕн, халăхпа пĕрле

Патшалăх Канашĕ пирĕн республикăра пĕртен-пĕр саккун парса тăракан орган пулнă майăн халăх пурнăçне йĕркелесе пырать. Кунран куна депутатсем çĕнĕ саккунсем кăлараççĕ, пуррисене якатаççĕ, республика сăн-питне татах илĕртÿллĕрех тума тăрăшаççĕ. Çак эрнере Якков Ухсай ячĕллĕ Культура керменĕнче республика парламенчĕ хăйĕн 25 çулхи юбилейне уявларĕ.

Юбилей валли фойере ятарлă курав хатĕрленĕ. Ăна парламент пурнăçĕнчи тĕп самантсене халалланă. Уяв валли «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ. 25 çул пулăмсенче, фактсенче тата сăнÿкерчĕксенче» кĕнеке пичетленсе тухнă. Мероприяти уçăличчен Культура керменĕн хăнисене ятарлă фильм та кăтартрĕç. Вăл Патшалăх Канашĕ йышăннă чи пĕлтерĕшлĕ саккунсемпе паллаштарчĕ.

Чăваш Ен парламенчĕн депутачĕсене В. Шурчанов, А. Аксаков, Н. Малов, О. Николаев, А. Аршинова, Л.Черкесов саламларĕç. Вĕсем Федераци Канашĕн Председателĕ В. Матвиенко тата Раççей Президенчĕн Атăлçи Федераллă округĕнчи представителĕн И. Комаровăн çырăвĕсене вуласа пачĕç, хăйсем те республикăри ĕçтешĕсене ăшшăн саламларĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ырă сĕнĕвĕсене видеоçырура пĕлтерчĕ. Унта Михаил Васильевич Патшалăх Канашĕ тăвакан ĕçĕн пĕлтерĕшне палăртнă, малашне те депутатсене халăх ăнăçлăхĕшĕн çапла çирĕппĕн тăма ыйтнă.

Салам сăмахĕсемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин, Чăваш Республикин прокурорĕ В. Пословский тата хăшпĕр район администрацийĕсен пуçлăхĕсем тухса калаçрĕç.

Патшалăх Канашĕн Председателĕ А. Егорова тунă çитĕнÿсене малалла аталантармаллине асăнса хăварчĕ. Республика историйĕнчи паллă пулăмпа пурне те ăшшăн саламларĕ. Ветерансене тав турĕ. Вăл ертсе пыракан йышра пур ыйтăва та татса пама пултаракан профессионалсем ĕçленине палăртрĕ.

Депутатсем тăвакан ĕç виçесĕр пысăк, анчах вĕсен пĕрре те чарăнса тăма юрамасть. Чăваш Ен

ăнăçлăхĕпе малашлăхĕ вĕсенчен килетке.

 

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
29 июня 2019
15:34
Поделиться