Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Кушарта савăнчĕç

Аслă ăру çыннисем хушшинче авалхи кушар уявне астăвакансем пурах ĕнтĕ. Ыттисем вара ун çинчен Петр Осиповăн «Кушар» драмине вуланипе, спектакль пăхнипе пĕлеççĕ. Çак хăйне евĕрлĕ йăла-йĕркепе çамрăксене паллаштарас тесе ăна кашни çулах ирттереççĕ.

Пирĕн районта асăннă уяв пĕр ялта çеç - Чăнкассинче упранса юлнă. Ăна çулсеренех çимĕк хыççăн ирттереççĕ. Иртнĕ вырсарникун чăнкассисем каллех кушара пухăнчĕç. Ял хутлăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем, культура ĕçченĕ-сем тата активлă ял çыннисем тăрăшнипе кунта чăн-чăн уяв пулчĕ. Суту-илÿ тăвакансем халăха тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Пухăннисене техĕмлĕ шÿр-пепе хăналарĕç.

Кушар историне театрализацилесе кăтартнипе пуçланчĕ уяв. Ял халăхне тата хăнасене Чăнкасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Мария Мельникова саламларĕ. Халăхăмăрăн авалхи йăли-йĕркисене хисеплемеллине, упрамаллине палăртрĕ вăл. Пухăннисене тăван ял аталанăвне тÿпе хывма чĕнсе каларĕ. Хастар та пуçаруллисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Ăна

Н. Тряпникова, Ю. Шаронова, В. Ботникова, Титовсен тата Константиновсен çемйисем тивĕçрĕç. Кушара хутшăннисем пурте тулли кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

 

Г. СИВОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 июня 2019
08:53
Поделиться