Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул çумĕнчи лагерь хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ

Ку эрнере Шуршăл шкулĕ çумĕнчи «Крепыш» ача-пăча лагерĕ хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ. 20 кун хушшинче лагерьте 90 ача канчĕç. Лагерь пурнăçĕ çинчен унăн ертÿçи Людмила Ромашкина каласа пачĕ.

«Пирĕн лагере тĕрлĕ çемьери ачасем çÿрерĕç, тăлăххăн ÿсекенсем те, опекăпа усрав çемьесенче тăракансем те. Вĕсене педагогсемпе ытти ачасем хапăллăн кĕтсе илсе тус пулма тăрăшрĕç.

Лагерь ĕçленĕ вăхăтра эпир район шайĕнче иртекен тĕрлĕ культура тата спорт мероприятийĕсене хутшăнтăмăр. Асăмра юлнисенчен «Хăрушсăрлăх азбуки» профилактика фестивале тата район шайĕнчи спартакиадăна палăртса хăварас килет. Юлашки мероприятирен «Крепышри» арçын ачасем грамотăсемпе таврăнчĕç»,- хавхалануллă кăмăлпа пĕлтерчĕ педагог.

Лагерьти атмосфера лăпкă та ачасен чунне çывăх пулнине палăртса хăварчĕ Людмила Витальевна. Ачасен канăвне тата усăллăрах, туллинрех тăвас тĕллевпе кунта сакăр педагог тăрăшрĕç. Çак вăхăтра вĕсем хăйсен пысăк квалификацине тепĕр хут кăтартса пама пултарчĕç.

Ачисем те ырă кăмăллă тата пархатарлă пулма тăрăшрĕç. Лагерьти пур ырлăхсемпе усă курса вĕсемпе тивĕçтерекенсене те тав тума манмарĕç. Çулран çул юратнă лагере килсе тăма сăмах пачĕç.

И. ДЕРЮЖИН.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 июня 2019
08:43
Поделиться