Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Сакăр теçетке урлă каçрĕ

«Ÿркенмесен пĕтĕмпех пулать»,- тенĕ сăмахсем пуçра юлчĕç Малти Чиперуй ялĕнче пурăнакан Зоя Андреевна Прокопьева патĕнчен кайнă чух. Ĕнер, çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Зоя инке 80 çул тултарчĕ.

Вăл 1939 çулта çак ялтах çуралнă. Çитĕнсен, юратăвне тĕл пулсан, Георгий Прокопьевичпа мăшăрланса тăватă ача пăхса ÿстернĕ.

Зоя инкене таврара пĕлмен çын та çук пулĕ. Ĕç ĕмĕрĕ унăн халăхпа тачă çыхăнса иртнĕ. Шупашкарти коопераци училищинчен вĕренсе тухсан вăл çирĕм çул Турханкасси лавккинче заведующи пулса ĕçленĕ. Вăл ертсе пыракан коллектив ĕç планне 150 процент таран тултарса пынă! Зоя Андреевна сăнÿкерчĕкĕ Хисеп хăми çинчен кайман. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçлĕ пулнă маттур хĕрарăм. Ĕçне кура хисепĕ тесе ахальтен каламан.

Каярах Зоя инке 23 çул хушши Сĕнтĕрпуç ял Советĕнче пай пуçлăхĕ тата паспортистка пулса ĕçленĕ. Канмалли кунсенче тата ĕç хыççăн совхозри хăмла пахчинче те ĕçленĕ вăл. Темĕнле йывăр лару-тăруран та тухма майсем тупнă. Зоя Андреевна пуринпе те пĕр чĕлхе тупса тавлашуллă ыйтусене татса пама пĕлет. Çакă ăна халăхпа ĕçленĕ чухне çав тери пулăшса пынă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та Зоя Андреевна тепĕр çичĕ çул ял Советĕнче вăй хунă.

Пурнăç урапи тĕрлĕрен кусать: кăлтăр-кăлтăр çеç мар, хăлтăр-хăлтăр та тăвать. Телейпе юнашар инкек те хăйĕн вырăнне тупать. Тăванăм ывăлне, упăшкине çухатрĕ. Чăтса ирттерчĕ хурлăха, хуçăлмарĕ.

Зоя инке чăваш йăли-йĕр-кисене пĕлет кăна мар, çирĕп тытса пырать. Тĕрлеме, юрлама юратать вăл. Чăваш юрăçисене пĕлет, вĕсен юррисене кăмăллать.Çывăх тăванĕсене паллă кунсемпе Чăваш наци радиовĕ урлă сăвăласа саламлать. Тăванĕ-сем патне çав тери тимлĕ вăл. Унччен пĕр-пĕрне пĕлмен аякри тăванĕсене пĕрлештерчĕ Зоя инке. Уншăн тавах ăна.

Пурнăç малаллах шăвать. Мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕн телейне курмалла пултăр. Вĕсене ура çине тăратассишĕн тăрăшать, май килнĕ таран пулăшма васкать. Халĕ вăл килĕнче пĕчченех пурăнать, ура çинче çирĕп тăрать. Кил хушшинчи ĕçсене вăй çитнĕ таран тума пултарнăшăн кăмăллă инке. Ачисем те кашни канмалли кунах амăшĕ патне пулăшма килсе çÿреççĕ.

Зоя Андреевнăна пĕтĕм ыррине сунса сумлă юбилейпе саламлатăп! Пурнăç çулĕпе малалла утма çирĕп сывлăх,пархатар,ырлăх, канлĕ ватлăх сунатăп.

Вĕç-вĕç ,салам,Чиперуй ялне.

Çит-çит,салам,тăванăм патне.

Савăнтар чунтан Зоя инкене –

Ун уявĕпе хĕпĕртер пĕрле.

 

Р. МАРТЬЯНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
22 июня 2019
08:44
Поделиться