Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Культура вучахĕ çĕнелет

Пĕчĕк ялсен культурине аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн районта Культура çурчĕсене юсас ĕç пырать. Кăçал пирĕн районти пилĕк Культура çурчĕн пурлăхпа техника базине лайăхлатма укçа-тенкĕ уйăрнă.

Вăл шутра Кайри Шĕнерпуçĕнчи клуба юсаса çĕнетме Федераци, республика бюджечĕсенчен тата вырăнти бюджетран 1089245,39 тенкĕ уйăрнă. Ку укçа çуртăн тăррипе урайне юсама,  электропроводкăна тата кантăксене улăштарма каять. Юсав ĕçĕсене «Элиста» тулли мар яваплă общество пысăк хăвăртлăхпа пурнăçласа пырать.

Çавăнпа пĕрлех Кайри Шĕнерпуç ялĕн çыннисем тата вырăнти пултарулăх коллективĕн членĕсем культура учрежденийĕн ертÿçи Э. Николаева йĕркелесе пынипе ĕлĕкхи ниме мелĕпе шалти пÿлĕмсен сăн-сăпатне илемлетеççĕ. Халĕ вĕсем курмалли залăн стенисене тата маччине сăрлаççĕ. Çитĕннисене кунта ачасем те – Р. Ригов тата И. Черкашин хастар пулăшаççĕ. Шалти юсав ĕçĕсене пурнăçлама Д. Ермолаев йывăç-хăма, В. Думилин сăрă туянса панă. Спонсорсене тата нимене хутшăннă мĕнпур çынсене Эльвира Анатольевна чунтан тав тăвать.

 

В. ИВАНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
08 июня 2019
09:19
Поделиться