Ачасем кăмăлпах тĕрлерĕç
Чăваш халăх тĕррине тĕнчипех пĕлеççĕ. Ĕлĕкхи тĕрĕсем çамрăк ăрăва та хăйсен илемĕпе тĕлĕнтереççĕ, савăнтараççĕ. Пирĕн халăхăмăрăн тĕрри, ытти халăх тĕррисемпе танлаштарсан, хăйне евĕрлĕ. Вăл кăткăсрах, илемлĕрех, тăпăл-тăпăл пулнипе уйрăлса тăрать.
Урхас Кушкă шкулĕнче музыка урокĕсене вĕрентекен С. Сергеева 5-мĕш класс ачисемпе ялти Культура çуртĕнче алă ĕçĕпе кăсăк-ланакан Р. Федорова (унтах ĕçлет) йĕркеленĕ чăваш тĕррин куравĕнче пулчĕ. Çак тĕлĕнмелле тĕлпулу хыççăн ачасен те тĕрлес туйăмĕ çуралчĕ.
Р. Федорова тата С. Сергеева шкул ачисемпе мастер-класс та ирттерчĕç. Вĕренекенсем чăваш тĕррисемпе питĕ кăсăкланчĕç, тăрăшса ĕçлерĕç. Вĕсем хăйсен ĕçĕсенче çак çĕвĕсемпе усă курчĕç: йĕпкĕн, сиктерĕллĕ, шулам, шурă чăнтăр (мережка), йĕп ум тĕрĕ тата ытти те. Юлашкинчен «Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕ» темăпа хăйсен ĕçĕсене хÿтĕлерĕç.
Н. ВОЛКОВА.