Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Юлашки шăнкăрав сасси малашлăха чĕнчĕ

Тепĕр вĕренÿ çулĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Кăçал пирĕн районта 9-мĕш класран 196 ача вĕренсе тухать. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри тăван шкултах юлма кăмăл тăвĕ, теприсем вара малалла ăс пухма урăх вĕренÿ учрежденийĕ суйласа илĕç. Вунпĕрмĕш класс пĕтернĕ 74 çамрăк юратнă шкулпа, ачаран хăнăхнă вĕрентекенсемпе сывпуллашĕ. Çак савăнăçлă та хумхануллă куна халалласа виçĕмкун районти шкулсенче «Юлашки шăнкăрав» уявĕсем иртрĕç.

Шуршăлти А.Г. Николаев ячĕллĕ вăтам шкул коллективне çак паллă пулăмпа саламлакансен йышĕнче район пуçлăхĕ Николай Николаев, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ Николай Михайлов, Шуршăл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Лев Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова, район администрацийĕн физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Эдуард Карпов, ĕç ветеранĕсем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ-сем, ял çыннисем пулчĕç.

«Эпир паян нихăçан манăçми уява пухăнтăмăр. Вăл - шкултан вĕренсе тухакансемшĕн те, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсемшĕн те паллă та хаклă пулăмсенчен пĕри. 11-мĕш класс каччисемпе хĕрĕсене пурнăçри çав тери хаклă тапхăра ăнăçлă утса тухнă ятпа саламлатăп! Сирĕн умра халиччен пĕлменни, кăсăкли, çĕнни нумай пулĕ. Вĕсене пĕлсе те кирлĕ пек йышăнма пурне те ăнăçу сунатăп. Хăвăрăн пурнăç çулне Шуршăл шкулĕн-че пуçланине кирек ăçта кайсан та ан манăр. Анлă çул пултăр!», - терĕ, ăнăçу сунса шкул директорĕ Елена Николаевна Егорова.

Хăнасем те вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухнă вунпĕр вĕренекене экзаменсене ăнăçлă тытма, халичченхи пекех активлă, пуçаруллă пулма ырă сунчĕç. Район пуçлăхĕ хăй 43 çул каялла шкулпа сывпуллашнине аса илчĕ. «Йывăрлăхсем умĕнче пуçа усман, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çын çеç çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Андриян Николаев космонавт калашле, Шуршăл шкулĕн-че илнĕ пĕлÿпе пурнăçра усă курмалла пултăр, кирлĕ чухне пулăштăр», - терĕ Николай Петрович. Николай Михайлов депутат экзаменсене ăнăçлă тытма, палăрт-нă тĕллеве пурнăçа кĕртме сунчĕ. Николай Павлович çамрăксене кĕтмен савăнăç кÿчĕ - лотерея билечĕсем парнелерĕ.

10-мĕш класра вĕренекен-семпе ашшĕ-амăшĕсем те вунпĕрмĕшсене телейлĕ çул сунса асăнмалăх парнесем пачĕç. Тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсенче мала тухнисем, спортра çитĕнÿсемпе палăрнисем уявра Тав çырăвĕ-семпе дипломсене тивĕçрĕç.

Иккĕмĕш амăшĕ вырăнĕ-нче пулса ачасене хăй хÿт-тинче упранă, ăнланса, вĕрентсе, усăллă канашсемпе пулăшса, тепĕр чухне çирĕпрех ыйтса тата асăрхаттарса пынă класс ертÿçин, Эльвира Юрьевна Карпован, пилĕ пурин чĕринче те ырă шанăç çуратрĕ. Çав вăхăтрах уйрăлу саманчĕн тунсăхлă туйăмĕ çамрăксен чунĕсенче, сăнĕсенче йĕрленчĕ.

Аслисенчен пĕрре те кая мар хумханакан вунпĕрмĕшсем парăмра юлмарĕç. Шкула, вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене тав турĕç. Вĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç, илемлĕ ташăсемпе тыткăнларĕç, чуна пырса тивекен сăвăсем вуларĕç.

Çамрăксем чăн-чăн уяв парнелерĕç пухăннисене. Çак тулли те кăмăла çĕклекен туйăм уяв пуçламăшĕнчен вĕçне çитичченех пурне те хăй ытамне илчĕ.

Кĕçех юлашки шăнкăрав янăраса кайрĕ. Ăна пама 1-мĕш класра вĕренекенсем Софья Ильинапа Филипп Иванов тата 11 класра вĕренекенсем Артем Вавиловпа Валерия Чумбакова тивĕçлĕ пулчĕç. Шкулти асамлă вăхăта яланлăхах асра хăварса, йăс шăнкăрав сасси çамрăксене çĕнĕ çулпа малашлăха утма чĕнчĕ, вĕсемшĕн çĕнĕ пурнăç алăкне уçрĕ. Апла пулсан телей сунар вĕсене. Умри экзаменсене ăнăçлă тытса çутă ĕмĕтсене пурнăçа кĕртмелле пултăр вĕсен.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 мая 2019
11:06
Поделиться