Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Уяв илĕртÿллĕ, тĕрлĕ енлĕ пулĕ

Мĕн авалтан чăваш халăхĕ çурхи ĕçсем вĕçленсен акатуй ирттернĕ. Пирĕн районта та çак йăла паянхи кунчченех упранса юлнă. Кăçал асăннă уява çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Атăл хĕрринче вырнаçнă Культура лапамĕнче ирттерме палăртнă.

Мĕнпе илĕртĕ-ши кĕтнĕ уяв. Ку хутĕнче те тĕлĕнмелли, кăсăкли нумай пулĕ. Мăн асаттесен йăли-йĕркисене упраса хăварас, вĕсене пулас ăрусем патне çитерес тĕллевпе йĕркелÿ комитечĕ пур енлĕн хатĕр-

ленет. «Эпир уявра çурхи ĕçсем мĕнле пуçланнине, чÿк тунине, ака йăли-йĕркине кăтартасшăн. Ачасене те хутшăнтаратпăр, вĕсем вăйă лартса параççĕ. Авăн çапни, кивĕ сăрана çĕнетни тата халиччен уявра пулман ытти йăла-йĕркене курма пултарĕç хăнасем. Яланхиллех пултаруллă уй-хир ĕçченĕсене чысласси тĕп вырăнта пулĕ», - пĕлтерчĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова.

Çав кун Республика кунĕн йĕркипе пирĕн хулара «Ăстаçă Руç» алăстисен конкурсĕ иртет. Ăна валли ятарлă илемлĕ программа хатĕрлеççĕ. Паянхи куна утмăл çын хутшăнма кăмăл тунă, халлĕхе 24 регионтан заявкăсем тăратнă, вăл шутра пирĕн республикăран – виççĕн. «Раççей çăлкуçĕсем» фестиваль те килсе çитмелле. Пирĕн район çыннисене виçĕ ушкăн хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарĕ. Вăл 13 сехетре пуçланать.

Сĕнтĕрвăрри хули кунĕн йĕркипе «Венеци карнавалĕ» театрализациленĕ представлени 17 сехет те 30 минутра пуçланĕ. 18 сехет те 30 минутра арçынсем «Çутă кăйкăр-2019» пултарулăхпа илемлĕх конкурсĕнче ăмăртĕç.

 

Н. СЕМЕНОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 мая 2019
11:05
Поделиться