Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Саламларĕç - савăнтарчĕç

Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Антонина Ивановна ТРОФИМОВА иртнĕ эрнекун 85 çул тултарчĕ. Ăна саламлама ачисем, мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем, тăван-пĕлĕшĕ, хурăнташĕсемпе кÿршисем йышлăн пуçтарăнчĕç. Юбиляра ăшă сăмахсемпе Сĕнтĕрпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ринаида Белова саламларĕ, асăнмалăх парнепе чысларĕ. Ялти Культура çурчĕ çумĕнчи «Сĕнтĕр» халăх фольклор ушкăнĕ те юбиляр ячĕпе илемлĕ юрă-кĕвĕ шăрантарчĕ.

Антонина Ивановна Турханкасси ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкултан вĕренсе тухсан ялти вулавăшра ĕçлеме пуçлать. Сĕнтĕрпуç ялне Валерий Трофимович Трофимова качча тухсан унти ял вулавăшĕнче 20 çул ытла вăй хурать. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Çĕрпÿ хулинче библиотекаре вĕренсе тухнă. Часах вăл ялти çамрăксене пухса драма кружокĕ йĕркелет. Антонина Ивановна тăрăшнипе ял сцени çинче «Кай, кай Ивана!», «Аниса», «Айтар» тата ытти нумай спектакльсем кун çути курнă. Çак спектакльсемпе районти ытти ял çыннисене те савăнтарнă çамрăксем.

Мăшăрĕпе иккĕшĕ икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Шел пулин те, Валерий Трофимович чире пула çамрăклах çĕре кĕнĕ. Пĕччен пурнăç çăмăл пулман пулин те, Антонина Ивановна ачисене тĕрĕс воспитани панă, вĕсем иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Аслă хĕрĕ, Зоя Валерьевна, Ульяновск облаçĕнче почта уйрăмĕн пуçлăхĕнче нумай çул вăй хунă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Кĕçĕнни, Рена Валерьевна, вĕренсе пĕтерсенех Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçлеме пуçлать. Маттур та пултаруллă хĕрарăм экономистран пуçлăха çитет. Паянхи кун вăл тивĕçлĕ канура.

«Вăрçă пуçлансан аттене тепĕр кунах фронта илсе кайрĕç. Вăл унтан хăрах урапа таврăнчĕ. Ачасем нумай, çимелли çук, питĕ йывăр вăхăтчĕ. Тем пек йывăр пулсан та, ачисене тăрантарас тесе атте совхозра завхозра ĕçлетчĕ. Кунĕпе ĕçре çÿренĕ пирки татнă ури хĕрелсе шыçса каятчĕ», - аса илет вăрçă ачи чунра суран хăварнă йывăр çулсене. Ачалăхĕ нушаллă иртнĕ пулин те, паянхи тăнăç пурнăçпа кăмăллă вăл. «Халĕ пурнăç лайăх, ĕлĕкхи пек пучах пуçтармалла мар, нумай çăмăлтарах. Ачасемпе мăнуксем килсех тăраççĕ. Халĕ манăн 5 кĕçĕн мăнук, вĕсене чипер, сывă пăхса ÿстересчĕ», - тет юбиляр.

Антонина Ивановна - ĕç ветеранĕ, грамотăсемпе хак-лă парнесен шучĕ те çук.

 

Г. СОЛОВЬЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
25 мая 2019
11:07
Поделиться