Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Вĕсем те Çĕнтерĕве çывхартнă

Район хаçачĕн пĕр номерĕнче В. Маклашкин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пуçламăшĕнчех Патшалăх оборона комитечĕн хушăвĕпе Чăваш Республикин территорийĕнче, çав шутра пирĕн районти Карапаш тăрăхĕнче те (Хусан линийĕпе), оборона сооруженийĕсем чавса туни çинчен сăмах хускатнăччĕ. Вăл, хальхи çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕллеве тĕпе хурса, оборона чиккисен ишĕлчĕк вырăнне çĕнĕрен тупса палăртма тата юсаса тирпейлеме сĕнет. Паллах, çакă паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ.

1941 çулхи хĕл пуçламăшĕнчех окоп чавас ĕçе мобилизаци йĕркипе кунсерен пиншер çынна явăçтарнă. Пирĕн анне те, Шуршăл çынни, çав ĕçе хутшăннăскер, тахçан каласа пани çĕнĕрен куç умне тухса тăчĕ. Вăрçă çинчен аса илме пачах юратмасчĕ вăл.

Çапла, калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă ун чухне çĕршывăмăр умне. Кĕтмен çĕртен, сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ тăшман ăна питĕ хăвăрт парăнтарма ĕмĕтленнĕ-çке. Анчах та пĕтĕм совет халăхĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшмана хирĕç кар çĕкленнĕ, нихçан пулман паттăрлăх кăтартнă. Тылри пурнăç та питĕ йывăр пулнă. Анне каласа панисене аса илсен куç умне хурлăхлă ÿкерчĕксем тухса тăраççĕ. Мăшăрĕ унăн вăрçă пуçланичченех Çурçĕр тинĕс-çар флотĕнче службăра тăнă (1943 çултанпа хыпарсăр çухалнисен шутĕнче). Аннене вара кăкăр ачи пуррине пăхмасăрах ялти нумай çынсемпе пĕрле окоп чавма янă. Пĕчĕк ывăлне унăн йывăр чирлĕ аппăшĕпе тата суккăр амăшĕпе хăварма тивнĕ. Ача çавăн чухне ÿксе çурăм шăммине сиенлетнĕ, çавăнпах салтака та юрăхлă пулайман. «Кил хуçи хĕрарăмĕ (окоп чавнă çĕрте ĕçлекенсем уйрăм çынсем патĕнче выртса тăнă) мана, ачана ĕмĕртейменнипе аптраканскере, питĕ шеллетчĕ. Эпир тăван килтен аякра пулнă, йывăр ĕçпе тертленнĕ, ывăл вара - сивĕ пÿртре, выçăллă-тутăллă... Вăрçă пуçланнă çул хĕл уйрăмах сивĕ пулчĕ çав», - хурланса аса илетчĕ анне чĕринче сывалми суран хăварнă çав çулсене. Вар-хырăм чирĕ-пе асапланакан аппăшĕ, 30 çула çывхараканскер, çав хĕл пурнăçран уйрăлнă. «Юрать-ха, тăвансем, Петĕр пиччепе Микула пичче пулчĕç, нушаланса шăтăк чавса пачĕç», - тав сăмахĕпе аса илетчĕ анне вĕсене. Унсăрăн мĕнле-ха, ун чухне вилнĕ çынна вăхăтра пытараймасăр майлă саманта кĕтсе шăнтма тухса хунă тĕслĕхсем те пулнă-мĕн.

Архив даннăйĕсем тăрăх, Хусан линийĕнчи хÿтлĕх сооруженийĕ 60 çухрăма тăсăлнă, окоп сарлакăшĕ 4 метр, тарăнăшĕ 3 метр таран пулнă. Вăл хÿтĕленме кăна мар, пуринчен ытла тăшман танкĕсемпе кĕрешме кирлĕ пулнă. Умри йывăрлăхсене пăхмасăр, кĕске хушăрах питĕ пысăк калăпăшлă ĕç пурнăçламалла пулнă халăхăмăрăн. Ĕç кунĕ хаяр сивĕре те 10 сехете тăсăлнă, кашнин ĕç нормине тултармалла пулнă. Малтанах окоп чавас ĕçе çамрăксене (17 çултан пуçласа) явăçтарнă, кайран ĕç вăйĕ çитменнипе юлса пыракан участоксене 16 çулхисене те кăларнă. Юрать-ха, пирĕннисем паттăррăн çапăçнипе ирсĕр тăшман ку тăрăхах çитеймен. Оборона сооруженийĕсене вăрах вăхăт ятарлă хушупа патшалăх сыхласа тăнă, тепĕртакран уйрăм лаптăксемпе ялхуçалăх тĕллевĕпе усă курнă.

Окоп чавнисĕр пуçне тата мĕнле кăна ĕç туман-ши вăрçă çулĕсенче салтак арăмĕсемпе ачасем тата ватăсем! Шел, халĕ ĕнтĕ «вăрçă ачисем» те, ачалăха туймасăр ÿснĕскерсем, сахалланса юлчĕç.

 В. ЯКОВЛЕВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 мая 2019
10:58
Поделиться