Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Пуçаруллисен ĕçĕ курăмлă

Карапашра пурăнакан Владислав Самойлов пуçарăвĕпе кунта пурăнакансем ял пĕви урлă тимĕр кĕпер туса хучĕç.

Ку ĕçе хĕллех пуçăннăччĕ, çуркунне карлăксем вырнаçтарчĕç, вĕсене сăрларĕç, палăртнă ĕçе пурнăçа кĕртрĕç. Нумаях пулмасть ăна хаваслă лару-тăрура уçрĕç. Ун чухне Владислав Самойлов кĕпер тунă çĕре хутшăннă çынсене пурне те чунтан тав турĕ. Унсăрăн мĕнле-ха, ĕçпе пулăшакансем кăна мар, строительство материалĕсемпе тивĕçтерекенсем те пулчĕç-çке! Ял хутлăхĕн администрацийĕ те çак пархатарлă ĕçе хăйĕн тÿ-пине хыврĕ. Тыл ветеранĕ В. Артемьева та ялти активлă çынсене тав сăмахĕ каларĕ, пурнăçра сывлăхпа ырлăх, ăнăçу сунчĕ.

М. ЖАНДАРОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 мая 2019
08:41
Поделиться