Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Палăртнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ

Юлашки çулсенче ял пурнăçĕ ырă еннелле палăрмаллах улшăнчĕ, анчах та татса паман ыйтусем çавах пур-ха. Пĕрлĕхре - вăй тенешкел, вĕсене йышпа сÿтсе явни халăха кирлĕ пек тата вăхăтра пурнăçа кĕртме май парать. Ку енĕпе уйăхсерен иртекен Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртмалла. Влаç çыннисем халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса вĕсен хуйхи-суйхине тарăнрах ăнланса илеççĕ, пулăшмалли мелсем шыраççĕ.

Юнкун районта черетлĕ информкун иртрĕ. Икĕ ушкăн халăхпа тĕл пулса кун йĕркинче тăракан çак ыйтусене пăхса тухрĕ: Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи ĕçĕ-хĕлĕн результачĕсем çинчен, Чăваш Республикинчи ачасемпе çамрăксен çуллахи каникул тапхăрĕнчи канăвне йĕркелесси çинчен, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттересси çинчен, çурхи тата çуллахи пушар хăрушлăхĕн тапхăрĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси çинчен.

Пĕрремĕш ушкăнра Чăваш Республикин культура министрĕ К. Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников, пушар надзорĕ енĕпе ĕçлекен районти уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Сапожников, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем Р. Почемов, В. Хлебников пулчĕç. Вĕсем Нарат Чакки тата Урхас Кушкă ялĕсене çитсе унти халăхпа тĕл пулчĕç, информкунăн тĕп темисене сÿтсе яврĕç.

Чăваш Республикин çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин çумĕпатшалăх тĕп инспекторĕ Александр Юркин ертсе пыракан ушкăна ăстакассисемпе шĕнерпуçсем хапăл туса йышăнчĕç.

Тĕлпулура хăнасем Чăваш Республики юлашки çулсенче пысăк утăмсемпе малалла ăнтăлнине палăртрĕç. Раççейри ытти субъектсем хушшинче вăл нумай енĕпе малти вырăнсене тухма пултарнă. Сăмахран, Федерацин Атăлçи округĕнче сĕт суса илессипе - иккĕмĕш, аш-какай туса илессипе виççĕмĕш вырăна тухнă. «Паянхи куна республикăра 120 инвестици проекчĕ пурнăçа кĕрсе пырать. Ял территорийĕсене аталантарма 2,5 млрд тенкĕ уйăрнă. Çакна ял халăхне хавхалантарма, пулăшма, ĕç укçине ÿстерме тăваççĕ», - терĕ Александр Петрович.

Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан станцин Шупашкарти Мускав районĕн 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ Владислав Иванов ун шухăшне малалла тăсрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăра çын пурнăçĕн тăршшĕ вăтамран 73 çулпа танлашать. Çĕр çула çитнисен шучĕ çĕр çынран та иртнĕ. Вĕрентÿ системине бюджетăн 1,3 пайне (32,4%) уйăраççĕ. Укçа çине куçарсан 18 млрд. тенкĕпе танлашать. «Иртнĕ çул республикăра

25 модульлĕ ФАП тунă, кăçал Ăстакасси тата Сĕнтĕрпуç ялĕсенче тăвĕç», - пĕлтерчĕ Владислав Леонидович.

Район администрацийĕн культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова районти культурăпа вĕрентÿ системинчи çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕ. «Чăнкасси шкулĕнчи спортзала юсамалла, районти ытти шкулсенче пуринче те çĕнетнĕ. Урхас Кушкă шкулне тĕпрен юсама 17 миллион тенкĕ ытла,

ÿнер шкулне – 10 млн. тенкĕ уйăрнă. Виçĕ çултан аслăрах ачасене садике вырнаçтарас ыйтăва пур енлĕн татса панă, черет çук. Пĕчĕккисем валли хулара ясли уçасшăн. Культура çурчĕсене те нумай çĕнетрĕмĕр. «Мариинский» ФСКна тата хула стадионне те тивĕçлĕ сăн-сăпат кĕртме палăртнă. Кĕскен каласан, Раççей тата республика мĕнле аталанать, пирĕн район та çавăн пекех аталанса пырать», - пĕтĕмлетрĕ хăйĕн сăмахне Елизавета Викторовна.

Информкунăн çивĕч ыйтăвĕсен шутĕнче шкул ачисен çуллахи канăвне йĕркелесси те пулчĕ. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ пĕлтернĕ тăрăх, шкулсем çумĕнче пурĕ 580 ача йышăнакан ултă лагерь уçĕç. Вĕсене валли пĕр миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Палаткăллă лагерьсенче (Шĕнерпуç ялĕ çывăхĕнче тата «Звездный» лагерьте) канакансем валли 347 пин тенкĕ тăкакланĕ. Хула тулашĕнчи лагерьсенче канма тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăрнă ачасене )ÿкерме е юрлама юратакансем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма чĕнекенсем, ют чĕлхесене тарăннăн вĕренекенсем, юнармеецсем тата ыт. те) путевкăсемпе тивĕçтернĕ.

Аграрисен - хĕрÿ тапхăр, вĕсем уй-хирте каçченех ĕçлеççĕ. Çурхи ака вĕçленсе те пырать темелле. Паянхи куна 5530 гектар акса хăварнă, 10 гектар çинче çĕрулми лартнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 220 га акнă. Кĕрхи культурăсем 3853 гектар йышăнаççĕ. Анчах та кăçалхи çул вĕсем тухăçлăхĕпе уй-хир ĕçченĕ-сене савăнтараймарĕç, 1797 гектар çинчи калча çанталăк синкерне пула пĕтнĕ.

Чăваш Енре пушарсем час-час алхасни, вĕсенче çынсем шар курни ку ыйтăвăн çивĕчлĕхне çуллахи тапхăрта татах та вăйлатать. Çавăнпах ĕнтĕ ВДПО председателĕ В. Семенов халăха çирĕппĕнех асăрхаттарчĕ: «Çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче республикăра ятарлă Постановлени йышăннă, ăна пăхăнмалла. Вăрманта е ун çывăхĕнче кăвайт чĕртме чарнă. Килти çÿп-çапа çурт тата хуралтăсем çывăхĕнче ан çунтарăр. Ачасен çуллахи каникулĕ пуçланать, хуларан та мăнукусем килеççĕ. Вĕсене пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кÿршĕри ачасем шанчăксăррине туйсан вĕсемпе калаçу ирттерĕр, çийĕнчех асăрхаттарăр», - хытарса каларĕ Владислав Алексеевич. Юлашкинчен пухăннисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмалли çинчен калакан памяткăсем валеçсе пачĕ.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 мая 2019
08:40
Поделиться