Мариинско-Посадский муниципальный округ Чувашской Республики

Маттуррисем - малта

Хаçат редакцийĕ Чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне икĕ конкурс йĕркеленĕччĕ: аслисем хушшинче викторина тата шкул ачисем хушшинче «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ» ятпа çыру ĕçĕсен конкурсĕ. Халĕ вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштаратпăр.

Викторина ыйтăвĕ-сен хуравĕсене чи малтан Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Римма Дмитриевна Степанова шăнкăравласа пĕлтерчĕ, çавăнпа та вăл редакци парнине – «Пирĕн сăмах» хаçата ку çулăн иккĕмĕш çурçуллăхĕшĕн илсе тăма тивĕçлĕ пулчĕ.

Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки пурĕ 13 вĕренекен хăйсен шухăш-кăмăлне пĕлтерчĕç. Чи хастаррисем вара Хуракассинчи тата Шуршăлти вăтам шкулсенче вĕренекенсем пулчĕç. Çак икĕ шкултан конкурса пилĕкшер ĕç тăратнă. Çавăн пекех Сĕнтĕрпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкултан 2 ача, Урхас Кушкăри вăтам шкултан 1 вĕренекен хутшăнчĕç.

3-мĕш вырăна Екатерина Петрова (9 кл., Шуршăл шкулĕ) тата Наталия Трофимова (9 кл., Хуракасси шкулĕ) тухрĕç. Сĕнтĕрпуç шкулĕнче вĕренекен Алина Колесникова 2-мĕш вырăн йышăнчĕ. Урхас Кушкă шкулĕнче вĕренекен Анна Терентьева çĕнтерÿçĕ (сăнÿкерчĕкре) пулса тăчĕ. Пултаруллă вĕренекенсен ĕçĕсене «Пирĕн сăмах» хаçатăн çитес кăларăмĕсенче пичетлĕпĕр.

 Н. КОЛЕСНИКОВА.



"Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)
18 мая 2019
08:42
Поделиться